Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Экзамена мĕнле хатĕрленмелле?

09:32 03 апреля 2020 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ 2020 çулхи пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе хăнăху экзаменĕ, пуш уйăхĕн 27-мӗшӗнче 9-мĕш класра вĕренекенсем вали «Республикӑн пӗрлехи экзаменне мĕнле хатĕрленмелле?» вебинар ирттерни çинчен çырнăччĕ ĕнтĕ.  Тĕрĕслевре тĕл пулнă йăнăшсене тишкерсе экзамена  хатĕрленме пулăшакан презентацисем хатĕрлерĕмĕр, вĕсене «Республикăн пĕрлехи экзаменĕ (Единый республиканский экзамен)» баннерти «Вебинар (2020.03.27)  материалĕсем» пайра вырнаçтартăмăр.

Хатĕрленĕ ĕçсемпе инçет вĕренÿре те усă курма меллĕ пуласса шанатпăр. «Республикăн пĕрлехи экзаменне мĕнле хатĕрленмелле? (тĕрĕс çырма хăнăхасси)»  презентацири таблицăсемпе орфографипе пунктуации хăнăхăвĕсене аталантармалли уроксенче те усă курма пулать тесе шутлатпăр.

Хисеплĕ вĕрентекенсем! Презентацисен ссылкисене ачасем патне çитерĕр, экзамена хатĕрленме майсем туса парăр.

«Республикăн пĕрлехи экзаменне мĕнле хатĕрленмелле? (тест  ыйтăвĕсене хуравлама хатĕрленесси)» презентаци

«Республикăн пĕрлехи экзаменне мĕнле хатĕрленмелле? (тест  ыйтăвĕсене хуравлама хатĕрленесси)» сасăллă презентаци

«Республикăн пĕрлехи экзаменне мĕнле хатĕрленмелле? (тĕрĕс çырма хăнăхасси)» презентаци

«Республикăн пĕрлехи экзаменĕнче сочинени çырма мĕнле хатĕрленмелле?» презентаци

«Республикăн пĕрлехи экзаменĕнче изложени çырма мĕнле хатĕрленмелле?» презентаци

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика