Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ял-хула «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акцие хутшăнчĕ

17:45 24 апреля 2020 г.

Паян, 2020 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, мĕн пур чăваша Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» пĕрлештерчĕ. Пĕрисем радио-телевизор,теприсем Интернетри хутшăну тетелĕсене вырнаçтарнă аудиофайлсене итлесе хăйсем чăваш пулнине пĕлтерчĕç.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ĕçченĕсем те «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ  – 2020» акцие активлă хутшăнчĕç. Диктант çырнă 95 çынран 20 % «5» паллă, 71,6 % «4» паллă, 8,4 % «3» паллă илме тивĕç пулчĕç.

Çакна та палăртса хăвармалла, акцие çынсене ытларах хутшăнтарас енĕпе чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем хастар пулчĕç. Сăваплă ĕçе шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем кăна мар, шкултан тахçанах вĕренсе тухнисем, вырăнта пурăнакансем, карантин вăхăтĕнче тăван ене килнисем чылаййăн хутшăннинче вĕсен тÿпи те пысăк.

Акцие çемйипех хутшăнакансем чылай пулчĕç. Хĕрлĕ Чутай районĕн Шĕмшеш ялĕнче пурăнакан Света Храмова хăйĕн амăшĕпе тата ывăлĕпе юнашар ларса диктант çырчĕ. Çав районти Чеченешкинсен ҫемйи те диктант ҫырмамĕнпуркӑмӑлтанхутшӑнчĕ. Анне чĕлхивĕсемшĕн– чиюратни, чиилемли. Тăвай районĕн Йăнтăрч ялĕнче Воробьевсем темиçе çемье те пур. Вĕсене пурне те паян «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» пĕрлештерчĕ: Диана амăшĕпе, Настя вара 71 çулхи кукамăшĕпе пĕрле диктант çырчĕç. Çав ялтах пурăнакан Хайдуковсем те хастар пулчĕç, 1-мĕш класра вĕренекен Демьян та аслисенчен юласшӑн пулмарĕ. Вăрмар районĕн Мăн çырма ялĕнче пурăнакан Афанасьевсем те, Çĕмĕрле районĕн Саватер ялĕнче пурăнакан Сапожниковсем те паян пĕтĕм чăваш халăхĕпе пулчĕç.

Çулĕпе çамрăках маар çынсем те акцие активлă хутшăнчĕç. Акă Шупашкар районĕн Чăрăшкассинче пурăнакан 80 çулхи Нина Мефодьевна Серебрякова кашни çулах çак акцие хутшăнать. Улатăр районĕн Кивĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакан Геннадий Николаевич Ефремов та айккинче тăрса юлман. Комсомольски районӗн Нӗркеҫ ялӗнче пурăнакан Христиния Васильевна Индюковăпа (90 çулта) Лидия Ивановна Гладкова (85 ҫулта) кашни ҫулах сĕтел хушшине юнашар ларса диктант çыраççĕ. Лидия Денисовна Юматова та, Вăрмар районĕн Мăн çырма ялĕнче пурăнаканскер, акцие çулсеренех активлă хутшăнать. Çав районтах Энĕш пуҫ ялĕнче пурăнакан 79 çулхи Мария Васильевна Сытина мĕн акции пуҫланнӑранпах хăй чăваш пулнине диктант çырса палăртать.

Пĕтĕм чăваш диктантне пĕрремĕш хут хутшăнакансене те палăртса хăвармалла. Акă Çĕнĕ Шупашкар хулин 8-мĕш шкулĕнче вĕренекен Маргарита Григорьева кăçал пĕрремĕш хут диктант çырчĕ, малалла та кашни çулах активлă пуласса шанатпăр.

Çапла вара, паян эпир диктант çырса хамăр чăваш пулнине палăртрăмăр, тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван халăхран, тăван чĕлхерен хакли нимĕн те çуккине тепĕр хут аса илтĕмĕр.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика