13:52 20 августа 2020 г.
2020 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ ĕçченĕсен «Уйрăм çынна воспитани парасси тата пур енлĕн аталантарасси – пĕтĕм наци умĕнче тăракан стратегиллĕ тĕллев» конференцийĕн секци лапамĕсем ĕçлерĕç. Тăван (чăваш, тутар, мордва) чĕлхепе литература вĕрентекенĕсем «Сапăрлăх программине вăя кĕртес ĕçре тăван чĕлхе пуянлăхĕпе тухăçлă усă курасси» секцире пулчĕç.
Чи малтанах Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕн кафедри ертӱçин ĕçĕсене тăваканĕ Анна Егорова вĕренÿ организацийĕсенче сапăрлăхпа ĕç программисене йĕркелемелли пирки каларĕ, «Вĕренÿ» наци проекчĕн республикăмăрта пурнăçа кĕрекен проекчĕсем çинче чарăнса тăчĕ, çамрăк ăрăва воспитани панă ĕçре тăван чĕлхесен пĕлтерĕшĕ пирки каласа пачĕ. Анна Семеновна çавăн пекех кафедра ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕсем умĕнче тăракан задачăсем çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ.
5-9-мĕш классенче тăван литературăна вĕрентнĕ май воспитани ĕçне йĕркелессин уйрăмлăхĕсемпе этнокультура вĕренĕвĕ кафедрин доценчĕ Надежда Иванова паллаштарчĕ.
Çĕнĕ Шупашкар хулин 2-мĕш вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Оксана Ильина тăван чĕлхесене проект технологийĕсемпе усă курса вĕрентнин опычĕпе паллаштарчĕ.
Улатăр районĕн Алтышево вăтам шкулĕнче мордва чĕлхипе литературине вĕрентекен Ирина Долгова «Тăван чĕлхе – халăхăн ăс-тăн культурин тĕрекĕ» темăпа калаçрĕ.
Конференцире çавăн пекех ачасене воспитани парас ĕçри хăйсен опычĕпе Вăрнар районĕн Санарпуç шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ирина Семеновăпа Шупашкар хулин хавшак сывлахлă ачасен 2-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ирина Матьянова паллаштарчĕç.
Ĕçлĕ тĕл пулу усăллă та тухăçлă иртрĕ.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии