10:35 01 сентября 2020 г.
2020 çулхи çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Чăваш чĕлхипе литературине çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче вĕрентесси» семинар ирттерчĕ.
ZOOM хушăм урлă ирттернĕ семинара Чĕмпĕр облаçĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем хутшăнчĕç.
Этнокультура вĕренĕвĕ кафедрин доценчĕ Анна Егорова çитес вĕренÿ çулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес уйрăмлăхсемпе паллаштарчĕ, çĕнĕ программăсемпе вĕренÿ пособийĕсем çинчен каласа пачĕ. Анна Семеновна çавăн пекех кафедра ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕсем умĕнче тăракан задачăсем çинче чарăнса тăчĕ.
Ĕçлĕ тĕл пулу усăллă та тухăçлă иртрĕ.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии