16:07 11 сентября 2020 г.
2020 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Вырăс чĕлхиллĕ шкулсенче тăван (чăваш) литературине вĕретмелли тухăçлă технологисем» ятлă семинар ирттерчĕ.
ZOOM хушăм ирттернĕ ĕçлĕ калаçура Чăваш, Пушкăрт тата Тутар Республикисенчи вырăс чĕлхиллĕ шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем хутшăнчĕç.
Этнокультура вĕренĕвĕ кафедрин доценчĕ Надежда Иванова ертсе пынипе вырăс шкулĕнче «Тăван (чăваш) литература» предмет тĕллевĕсемпе задачисем çинчен калаçрĕç. Ĕç программи çырнă чух усă курмалли документсене пăхса тухрĕç, вĕренÿ ĕçне йĕркелемелли çул-йĕре сÿтсе яврĕç.
Ĕçлĕ тĕл пулу усăллă та тухăçлă иртрĕ.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии