08:51 10 ноября 2020 г.
Шкулта вĕрентекенсен ачасене пĕлÿ панисĕр пуçне вĕренÿпе меслетлĕх ĕçĕсем те, наука статйисем те час-часах çырма лекет. Статья хатĕрлес ăсталăха аталантарма 2020 ҫулхи чÿк уйăхĕн 6-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ «Ăслăлăхпа меслетлĕх статйи мĕнле çырмалла?» семинар ирттерчĕ.
Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем А.С. Егорова доцент ертсе пынипе наука статйин тытăмне тишкерчĕç, статьяна ят парас вăрттăнлăхсемпепаллашрӗҫ, аннотаци çырас ăсталăха алла илчĕç, статья содержанине уçса парас пĕлĕве туптарĕç, усă курнă литературăна тĕрĕс йĕркелеме вĕренчĕç.
ZOOM хушăм урлă йĕркеленĕ ĕçлĕ калаçу пуриншĕн те усăллă иртрĕ.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии