08:35 30 ноября 2020 г.
Тĕрĕ – чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхне, алă ăсталăхне, тирпейлĕхĕпе ĕçченлĕхне сăнарлакан паллă.
Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикинче тата диаспорăра Чăваш тĕррин кунне анлă уявларĕç. Шкулсенче те ăста урокĕсем, конференцисем, куравсем, акцисем, онлайн ăсталăх класĕсем иртрĕç.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем чăваш тĕррине халалласа сăвăсем те шăрçаларĕç. Чи илемлисемпе «Наци вĕренĕвĕ» баннерта «Чăваш тĕрри – асам тĕнчи» папкăра паллашма пулать.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии