Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ вĕренÿ кĕнекипе паллашар

13:58 26 января 2021 г.

«Тăван литература» кĕнекене 10-мĕш класра вĕренекенсем валли Мышкина Альбина Федоровна, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ çырса-пухса хатĕрленĕ. Вĕренÿпе вулав кĕнекине пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче усă курма Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе тата «Тăван литература. Тĕслĕх программа: 10-11 классем валли» программăпа килĕшÿллĕн хатĕрленĕ.

Кĕнеке тытăмне çĕнĕлле йĕркеленĕ. Пĕрремĕшĕнчен, пĕтĕм материала чи малтанах хускатакан проблемăна мала кăларса вырнаçтарнă. Çавăнпа та, сăмахран, ача-пăча литературине тишкерекен пайра 1930-çулсенче ача литературине тарăннăн аталантарнă çыравçăсене те (М. Трубина, Уйăп Мишши), XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче пысăк витĕм кÿнĕ автора та (Н. Ишентей), паянхи кун, XXI ĕмĕрте, малалла аталантаракан çамрăк тата вăтам çулхи çыравçăсене те пĕр çыхăра пăхса тухнă.

Иккĕмĕшĕнчен, уйрăм авторсен (чăваш литература классикĕсемпе XX ĕмĕрхи литературăра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнакан çыравçăсен) пултарулăхне пĕтĕмĕшле нумай енлĕн çутатса панă.

Виççĕмĕшĕнчен, кĕнекене шкул ачине хăйсен тĕллĕн вĕренмелли ыйтусем, çыравçă ĕçĕнчи пултарулăха аталантармалли ĕçсем кĕртнĕ.

Автор шучĕпе çакă тăван литература сĕткенлĕхне туйма, тишкерекен хайлава шалтан курма пулăшать.

Хаклă вĕрентекенсем, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентессипе кăсăкланакансем! Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Сире çĕнĕ вĕренÿ кĕнекипе паллашма сĕнет (кĕнекене çак ссылкăпа https://cloud.mail.ru/public/APwA/uXss3RXDc уçма пулать). Сирĕн сĕнĕвĕр авторшăн питех те пĕлтерĕшлĕ.

Сĕнÿсене нарăс (февраль) уйăхĕн 02-мĕшĕччен chrio6@cap.ru адреспа çитерме ыйтатпăр.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика