12:50 04 февраля 2021 г.
Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче çĕнĕ вĕренÿ кĕнекисене хатĕрлес ыйтупа çавра сĕтел иртрĕ.
Ăна Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ А.П. Лукшин ертсе пычĕ. Алексей Петрович Чăваш Республикин пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырури тĕллевсенчен пĕри – çĕнĕ вĕренÿ кĕнеки хатĕрлесси пулнине палăртрĕ. Шкулсем валли паянхи вăхăта тивĕçтерекен, ача-пăча кăмăлне каякан кĕнекене хатĕрлемеллине палăртрĕ.
Çавра сĕтеле Чăваш издательствин ĕçченĕсем, вĕрентекенсем, вĕренÿ институчĕн специалисчĕсем хутшăнчĕç, хăйсен умне лартнă тĕллеве тивĕçлĕ пурнăçламаллине сÿтсе яврĕç.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии