16:41 05 февраля 2021 г.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче шкулсем В.П. Станьял, Е.А. Майков, О.А. Вишнева, Г.Л. Никифоров çырса-пухса хатĕрленĕ «Тăван литература, 9 класс» вĕренÿпе вулав кĕнекипе пуянланчĕç.
Кĕнекене Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе тата «Тăван литература. Тĕслĕх программа: 5-9 классем валли» программăпа килĕшÿллĕн хатĕрленĕ.
Вĕренÿпе вулав кĕнеки Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ.
Авторсем тăххăрмĕш класра чăваш халăхĕн сăмах вĕççĕн çÿрекен паха хайлавĕсене, çыруллă литература аталанĕвне авалхи тĕрĕк тапхăрĕнчен пуçласа XXI ĕмĕр пуçламăшĕ таран вĕрентме палăртнă. Чăваш литератури аталанăвне истори тапхăрĕсем çине таянса ăнлантарнă.
Вĕренÿпе вулав кĕнекинче 8 пай, хăшне пĕрне асăнар.
Малтан «Халăхăн сăмах вĕççĕн çÿрекен хайлавĕсем» пай. Кунта ăрăмлă сăмахлăх тĕслĕхĕсем, кĕлĕсемпе сăвапсем, балладăсем, сюжетлă юрăсем.
Иккĕмĕш пай ‒ «Авалхи çырулăх палăкĕсем. Ĕлĕкхи эрăран пуçласа пирĕн эрăри XVII ĕмĕр таран». Авалхи тĕрĕк халăхĕсен культурипе паллашма несĕлсен çыруллă палăкĕсене, авалхи тĕрĕксен Орхонпа Енисей çырулăхĕн тексчĕсемпе Кÿл Техĕне мухтакан çырусене кĕртнĕ.
Вĕренÿпе вулав кĕнекинче «XX ĕмĕрти литература» пай тĕп вырăн йышăнать. «Ку вăл асаттесемпе асаннесен, кукамай-кукаçисен, атте-аннесен вăхăчĕ. XX ĕмĕр çинчен вĕсем хăйсем те пайтах каласа пама пултараççĕ», ‒ теççĕ авторсем.
«XXI ĕмĕр пуçламăшĕнч илитература» пайĕнче паянхи пурнăç ыйтăвĕсене хускатакан çыравçăсен – А. Хмыт, В Туркай, М Карягина – хайлавĕсене кĕртнĕ.
Авторсем вĕренÿпе вулав кĕнеки ачасемшĕн кăсăклă пуласса шанаççĕ.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии