Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăван чĕлхесем вĕрентекенсен форумĕ иртрĕ

07:55 21 февраля 2021 г.

«Культурăсен хутшăнавĕ халăхсен пĕрлĕхне çирĕплетме пулăшакан мел». Çак ятпа Чĕмпĕрте кăçалхипе тăваттăмĕш хут тăван чĕлхесем вĕрентекенсен регионсем хушшинчи форумĕ иртрĕ. Паянхи кун Чĕмпĕр тăрăхĕнче пĕтĕмпе 120 наци çынни пурăнать. Чи йышлисечен – вырăссем, тутарсем, чăвашсем тата удмуртсем. Юлашки çулсенче вак халăхсем вырăсланасси облаçре пысăк хăвартлăхпа пулса пырать. Ку туртăма чарас, тăван чĕлхесене упраса хăварас тĕллевпе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. «В.И. Ленин ячĕллĕ наука библиотеки – Кĕнеке керменĕ» çуртра çивĕч калаçу пулчĕ. Форума Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Ю.Н. Исаев хутшăнчĕ, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи ача сачĕсенче тата шкулсенче чăвашла вĕрентекенсене институт методика енчен пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ. Тăван чĕлхене вĕрентес ĕçре тăрăшса вăй хуракансене тав хучĕсемпе чысларĕ. Тутар, удмурт, чăваш чĕлхи вĕрентекенсем пĕр-пĕрин ĕçри опычĕпе паллашрĕç, йыварлăхсем çинчен каласа пачĕç. Вĕсене пĕтерес тĕллевпе Чĕмпĕрти вĕренÿ аталанăвĕн тата Чăваш Респбликин вĕренÿ институчĕсем пĕрле ĕçлеме тĕв турĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика