Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта пурнăçа кĕртекенсен семинарĕ иртрĕ

08:23 22 марта 2021 г.

2021 çулхи  пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта пурнăçа кĕртни: пуплеве аталантармалли хальхи технологисем» семинар иртрĕ. Семинара 95 çын  хутшăнчĕ, вĕсем хушшинче – воспитательсемпе методистсем, хушма пĕлÿ паракан педагогсемпе музыка ертÿçисем. Сăмах май, «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проектпа республикăмăрти 51 ача сачĕ ĕçлет.

Ĕçлĕ калаçăва этнокультура вĕренĕвĕ кафедрин ертÿçи Анна Егорова йĕркелесе пычĕ. Неонила Иванова доцент ача садне çÿрекенсене тăван чĕлхене эдьютейнмент технологийĕ çине таянса вĕрентес уйрăмлăхсемпе паллаштарчĕ. Тамара Артемьева доцент, шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсем валли хатĕрленĕ чылай вĕренÿ кĕнекисен авторĕ, ачасен пуплевне аталатарма пулăшакан кĕнекесем, вĕсемпе ĕçлес вăрттăлăхсем çинчен каласа пачĕ. Надежда Андреева, Канаш районĕн Уçырма ача сачĕн воспитателĕ, «Шкул çулне çитмен чӑваш ачисен тӑван пуплевне аталантарма пулӑшакан вĕренÿ технологийĕсем» темăпа, унăн ĕçтешĕ Алина Малова «Аслӑ ушкӑнри ачасен пуплевне мнемотехника урлӑ аталантарасси» темăпа тухса калаçрĕç.  Чăваш чĕлхине вĕрентнĕ май вăйăсемпе усă курни  çинчен Олеся Красновăпа Валентина Михайлова,  Шупашкар хулин 203-мĕш ача сачĕн хушма пĕлÿ паракан педагогĕсем, ăсталăх урокĕ кăтартрĕç. Шупашкар хулин 116-мĕш ача сачĕн воспитателĕ Наталия Кузнецова та чăваш чĕлхине выляса вĕрентни çинчен каласа пачĕ. Шупашкар хулин 178-мĕш ача садĕнче драматизаци вăйăсем урлă ачасен пуплевне аталантарнин вăрттăлăхĕсемпе Галина Орлова паллаштарчĕ. «Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи» проекта хутшăннин  пĕрремĕш тапхăрне Муркаш районĕн «Путене» ача сачĕ» мĕнле хутшăннине Надежда Королькова пĕтĕмлетрĕ. Вера Макарова,  Муркаш районĕн «Золушка» ача сачĕн музыка ертӳҫи, чăваш юррисемпе вăййисем урлă тăван чĕлхене вĕрентнин опычĕпе паллаштарчĕ. Итлекенсене унăн «Чи кĕҫĕн ачасем валли хатĕрленĕ юрăсен пуххи» уйрăмах кăмăла кайрĕ.

Вĕренÿ институчĕн библиотекарĕ Ирина Яковлева хатĕрленĕ «Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ачасен пуплевне аталантарасси» курав та семинара пуянлатрĕ.

Пултарулăх лаççи пек йĕркеленĕ семинар пуриншĕн те кăсăклă та усăллă иртрĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика