Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » И.Я. Яковлевăн Тăван çĕршывĕнче пултăмăр

13:12 23 апреля 2021 г.

2021 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕ кафедрин ертÿçи Анна Егорова Чăваш Ен делегацийĕпе пĕрле И.Я. Яковлевăн Тăван çĕршывĕнче иртнĕ тĕл пулусене хутшăнчĕ. Делегаци йышĕнче Чăваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пай пуҫлӑхӗ Инна Ильина, Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗ правленийӗн ертӳҫи Лидия Михайлова (Филиппова), чӑваш халӑх ҫыравҫи Анатолий Кипеч, Константин Доброхотов блогер, «Чӑвашкино» киностуди ӗҫченӗсем тата пултарулӑх интеллигенцийӗ пулчĕç.

Делегаци чи малтанах Тутарстан Республикин Теччĕ хулинче ирттернĕ çавра сĕтеле хутшăнчĕ. И.Я. Яковлев çуралнăранпа 173 çул çитнине тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «И.Я. Яковлев эткерлӗхӗ — тӗнче пуянлӑхӗ» çавра сĕтелте çыравçăсем, вĕрентекенсем, библиотекарьсем тухса калаçрĕç. Анна Егорова хăйĕн докладĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçри çивĕч ыйтусене хускатрĕ, залра ларакансене Вĕренÿ институчĕ кăларнă кĕнекесене тата «Халăх шкулĕ» журналăн çĕнĕ номерĕсене парнелерĕ.

Çавра сĕтел хыççăн делегаци Теччĕ хулин истори музейĕнче пулчĕ, хула историйĕпе, И. Яковлевпа Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе çыхăннă экспонатсемпе паллашрĕ.

Кăнтăрла иртсен хăнасем Кăнна Кушкинче пулчĕç: ялтан тухнă паллă çынсене халалланă мемориал комплексĕ тата И.Я. Яковлев бюсчĕ умĕнче ирттернĕ митингсене хутшăнчĕç, И. Яковлев музейĕпе тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ шкулпа паллашрĕç.

Тутарстан Республикинче Чăваш чĕлхи кунне халалласа ирттернĕ тĕл пулусем пуриншĕн те усăллă пулчĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика