13:19 26 апреля 2021 г.
Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕпе пĕрле Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш наци конгресĕ тата регионсенчи чăваш наципе культура автономийĕсем Чăваш чĕлхи кунне, Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне халалласа «Тăван сăмах – халăх хăвачĕ» конференци ирттерчĕç.
Конференцире Чăваш Республикин вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекенсем, журналистсем, Чăваш наци конгресĕн пайташĕсем, Иркутск, Тюмень облаçĕсенчи, Крым Республикинчи, Автономиллĕ Ханты-Манси округĕнчи, Санкт-Петербургри, Америкăри, Францири, Эстонири чăваш наци автономийĕсен, центрĕсен тата ассоциацийĕсен представителĕсем чӑваш чӗлхипе культурине упраса малалла аталантарас пирки, Сăрпа Хусан хÿтĕлев сооруженийĕсене тунă çынсен паттăрлăхне асра тытасси çинчен калаçрĕç.
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕ кафедрин ертÿçи Анна Егорова чӑваш чӗлхине харпăр хăй тĕллĕн вĕренмелли мелсем çинчен, çĕнĕ вӗренӳ кĕнекисемпе тата вĕсен электрон формисемпе усă курас уйрăмлăхсем пирки каласа пачĕ, Пĕтĕм чăваш диктантне çырмалли майсем çинчен ăнлантарчĕ, Интернетри çыхăну тетелĕсенче пĕр-пĕринпе тачăрах хутшăнас ыйтусене хускатрĕ.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии