Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Виктор Чугаров хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи» фильмăн премьери

15:15 26 апреля 2021 г.

2021 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Чӑваш чӗлхи кунӗ умĕн, Чӑваш наци вулавӑшӗнче Виктор Чугаров хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи» фильмăн премьери пулчĕ.

Фильмра Францире тата Германире пурăнакан чӑвашсем, Чӑваш Енӗн культура, литература, радиопа телевидени ӗҫченӗсем, Шупашкар районĕн Чăрăшкасси шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем ÿкерĕннĕ.

Чăвашла аванах пĕлмен Виктор Чугаров, ытти çĕр-шывра пурăнакан чăвашсемпе калаçса хавхаланнăскер, тăван чĕлхе пирки, унăн çынсене пĕрлештерес хăвачĕ çинчен калаçу пуçарать. Пирĕн шутпа, ку фильм чăвашла япăх е пачах пĕлмен çынсене тăван чĕлхене вĕренме хавхалантарать. Фильм сăнарĕсем тăван çĕртен аякра пурăнаççĕ пулин те, мăшăрĕсемпе ачисене чăвашла калаçма, вулама, юрлама вĕрентеççĕ. Апла пулсан, Чăваш Енре пурăнса мĕншĕн чăвашла вĕренес мар? Фильм хальхи вăхăтшăн çивĕч ыйтусене çĕклет, чăвашла вĕренме хавхалантарать.

Çывăх вăхăтра фильма тепĕр хут кăтартĕç. Пултаруллă режиссерăн фильмне курмасăр ан юлăр!

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика