08:46 11 октября 2021 г.
2021 çулхи юпа уйăхĕн 06-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта пурнăçа кĕртни: чĕлхе хутлăхне йĕркелеси» семинар иртрĕ. ZOOM хушăм урлă иртнĕ семинара воспитательсемпе методистсем хутшăнчĕç.
Ĕçлĕ калаçăва чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи Анна Егорова йĕркелесе пычĕ. Шупашкар хулин 116-мĕш ача сачĕн воспитателĕ Наталия Кузнецова «Асамлă ҫӗрӗсем – çыхăнуллă калаҫăва аталантармалли мел» темăпа калаçрĕ. Çав ача садĕнчех вăй хуракан Надежда Амасевăпа Алевтина Ксенофонтова воспитателтьсем ачасен чăвашла пуплевне аталантарма пулăшакан «Çул хыв» меслетпе мĕнлерех ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕç. Галина Плешкова, Шупашкар хулин 50-мĕш ача сачĕн воспитателĕ, чĕлхе хутлăхне йĕркеленин хăйĕн паха опычĕпе паллаштарчĕ. Канаш районĕн Сиккасси ялĕн ача сачĕн воспитателĕ Надежда Шпакова шкул ҫулне ҫитмен ачасен пуплевне «Саппун ҫинчи театр» мелпе аталантарнин уйрăмлăхĕсем çинчен каласа пачĕ.
Семинар пуриншĕн те кăсăклă та усăллă иртрĕ.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии