Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Атăл – халăхсем, чĕлхесем, литературăсем пĕрлешнĕ вырăн» сессин иккĕмĕш кунĕ иртрĕ

19:33 28 октября 2021 г.

2021 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Атăл – халăхсем, чĕлхесем, литературăсем пĕрлешнĕ вырăн» сессин иккĕмĕш кунĕ иртрĕ.

Ĕçлĕ кунăн пĕрремĕш пайĕ К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче сессие хутшăнакансене Чăваш хĕрарăмĕсен союзĕн ертÿçи Наталья Николаева, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев, Чăваш театрĕн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев саламланинчен, пултаруллă вĕрентекенсене Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысланинчен пуçланчĕ. «Сувар» ташă ансамблĕ, музыка училищин фольклор ансамблĕ уява илем кĕртрĕç. «Эп сÿннĕ чух – эсĕ çун» спектакль вара пурин чунне те хумхантарчĕ.

Кăнтăрла иртсен сесси хăйĕн ĕçне И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче малалла тăсрĕ. Доклад тăвакансем тăван чĕлхесемпе литературăсене вĕрентессин вăрттăнлăхĕсемпе малалла паллаштарчĕç, чăваш, тутар тата ирçе чĕлхи вĕрентекенсем ăста урокĕсем кăтартрĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика