19:37 31 октября 2021 г.
2021 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче «Атăл – халăхсем, чĕлхесем, литературăсем пĕрлешнĕ вырăн» сессин виççĕмĕш кунĕ иртрĕ.
Сессие пуçтарăннисем чи малтанах И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетечĕн çĕнĕ корпусĕпе, спорт комплексĕпе, наука библиотекипе паллашрĕç. Экскурси хыççăн вырăç чĕлхипе литератури вĕрентекенсен пĕтĕм Раççейри ассоциацийĕн ертÿçи Людмила Дудова тăван вырăс чĕлхипе литератури вĕрентме хатĕрленĕ вĕренÿ хатĕрĕсемпе паллаштарчĕ. Чăваш чĕлхипе литература вĕрентмелли кĕнекесем çинчен, тăван чĕлхепе литература вĕрентекенсене вĕрентÿпе методика тĕлĕшĕнчен мĕнлерех пулăшса пыни пирки вара Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи ĕçĕсене тăваканĕ Анна Егорова каласа пачĕ.
Пленарлă пухури докладсем ытларах тăван чĕлхепе литература вĕрентекенсене хатĕрлес ыйту тавра пулчĕç.
Виçĕ кунлăха пынă сесси пуриншĕн те усăллă пулчĕ.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии