Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Чăваш ачи чăвашах» ăмăрту вĕçленчĕ

10:41 01 ноября 2021 г.

Çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă республика шайĕнчи «Чăваш ачи чăвашах» V-мĕш фестиваль вӗҫленчӗ. Фестиваль пуçараканĕ тата йĕркелекенĕ  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Чăваш Республикин Муркаш районĕн «А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕ».

Фестиваль ăмăртăвĕ икӗ номинаципе иртрӗ.

«Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» ӑмӑртӑва шкул çулне çитмен ачасен тата шкулта вĕренекен ачасен ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Чăваш халăхĕн йăли-йӗркине кăтартса паракан 43 видеоролик килчӗ, вӗсем шутӗнче 19 видеоролик ̶  ача пахчинчен, 24 видеоролик  ̶  шкултан.

Чăваш йăли-йĕркине ÿкерсе илнĕ 10-15 минутлăх видеороликсем пире ача-пӑча вӑййисемпе, сурхури, ҫӑварни, мӑн кун, вӑйӑ, улах, ача чӑкӑчӗ, выртма йӑла-йӗркипе паллаштарчӗҫ. Ку ӑмӑрту хӗрӱ иртрӗ. Номинаци критерийӗсем ҫирӗп пулчӗҫ: ушкăнра 7 ачаран ытла пулмалла мар,  7-10 минут хушшинче чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине май пур таран туллин кăтартса памалла. Жюри членĕсем ачасем тĕрĕс те илемлĕ калаçма пĕлнине, сцена çинче мӗнле тытнине, тумпа йăла-йĕрке содержанийĕ килĕшсе тăнине хакларӗҫ.

Ӑмӑрту ҫултан ҫул ҫивӗчленсе пыни савӑнтарчӗ. Чӑваш халӑх тумӗ тирпейлӗ те  шӑтӑр-шӑтӑр пулни (хӗр ачасем ̶  пӗр ҫивӗтпе, ҫивӗт вӗҫне ҫивӗт шерепи, хӱре, ҫӱҫ туни тенки ҫыхнӑ; тутӑрпа, тухьяпа е ҫара пуҫӑн; кӗписем  ̶  хӗрарӑмӑн мар, ача кӗписем пулни, пиҫиххисене ̶ хӗр ачасем сулахай, арҫын ачасем  ̶   сылтӑма енне ҫыхни), ачасем чӑваш йӑли-йӗркине юратса выляни, тӗрӗс те илемлӗ  калаҫни-такмаклани, хаваслӑ пулни чуна тыткӑнларӗ.

Паллах, ачасем хӗрарӑм капӑрлӑхне кӗрекен масмака тӑхӑнас, урана ҫӑпата сырса пуҫа паянхи кун янтӑланӑ тухья тӑхӑнас хӑнӑхуран хӑтӑласса шанас килет.  Чӑваш халӑх йӑли-йӗркине ача ӱсӗмне кура хатӗрлессе кӗтетпӗр. Кунсӑр пуҫне учительсем аслисен юррисене шкул ҫулне ҫитмен тата шкулта вӗренекен ачасене юрлаттарма пӑрахӗҫ тетпӗр. Сӑвӑ вулани, юмах лартни, литмонтаж туни, «чӑваш фольклорӗ» тени чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркинчен аякра тӑнине те манмалла мар.

«Вĕрентетпĕр чăвашла» ӑмӑртӑва чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен 23 учитель хутшăнчӗ. Вӗсем хӑйсен предметне пурте чăвашла вӗрентрӗҫ. Чӑвашла ирттернӗ физкультура, физика, информатика, биологи, рисовани, математика, хими, психологи, вырӑс литератури, музыка, истори,  обществознани, Раҫҫей халӑхӗн ӑс-тӑнпа этеплӗх культури, вырӑс, нимӗҫ тата акӑлчан чӗлхи урокӗсен видеороликӗсене курса кӑмӑллӑ пулчӗ. Предметниксене  пулӑшакансем чӑваш чӗлхипе литератури учителӗсем пулчӗҫ.

Чӑваш чӗлхи вĕрентмен учительсем урок темине тăван халăх историйĕпе тата культурипе çыхăнтарчӗҫ, пуплев илемлӗхӗпе тыткӑнларӗҫ, урок темине чăвашла тĕрĕс те таса калаçса ӑнлантарчӗҫ, тĕрлĕ меслетпе мелпе усă курчӗҫ, ачасене хавхалантармалли мелсем тупрӗҫ, кӑсӑк информаци пачӗҫ. 

Фестиваль чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхепе культурăна аталантармалли майсем иксӗлми пулнине кӑтартрӗ.

 

Список победителей и призеров V республиканского фестиваля «Чăваш ачи чăвашах» в номинации «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн»...

 

Список победителей и призеров V республиканского фестиваля «Чăваш ачи чăвашах» в номинации «Вĕрентетпĕр чăвашла»...

 

 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика