15:40 02 декабря 2021 г.
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе кăсăклантарас, ачасене халăх культурипе, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарас тĕллевпе интернет олимпиада ирттерчĕ.
Регионсен интернет олимпиадине Чăваш Республикин тата республика тулашĕнче ĕçлекен вĕренÿ организацийĕсен 5–11 класĕсенче вĕренекен çич çĕре яхăн ача хутшăнчĕ, çав шутра – республика тулашĕнчен – 38 ача.
Пĕтĕмĕшле илсен, интернет олимпиадăна çулсерен пысăк хастарлăхпа Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен, Канаш, Вăрнар, Йĕпреç, Патăрьел, Çĕрпÿ, Елчĕк, Комсомольски, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Тăвай, Сĕнтĕрвăрри районĕсен шкул ачисем хутшăнаççĕ.
Хуравсене тимлĕ пăхса тухнă хыççăн жюри ачасенчен ытларахăшĕ тĕрĕс хуравланă ыйтусем тест формипе тунисем пулнине палăртрĕ.
Йăнăшсем, тĕпрен илсен, чăваш чĕлхин нормисене пĕлменнипе тата вырăс чĕлхи витĕмĕпе пулаççĕ.
Тĕрĕслекенсене ачасем хăйсем çуралнă датăна чăвашла тĕрĕс çырма пĕлни савăнтарчĕ. Апла пулин те: «Паянхи датăна сăмахпа (чăвашла) çырăр», – тенĕ ĕçе тунă чух ытларахăшĕ çуралнă уйăхне тата кунне анчах кăтартнă – хăш çулта çуралнине пĕлтермен.
«Ешчĕк (рашча) сăмахра мĕншĕн «щ» сас палли çырмастпăр» – текен ыйтăва хуравланă чухне вырăспа чăваш чĕлхисем çыхăнура тăнине шута илменнисем чылай. «Шч» çырасси вырăс сăмахне туллин чăвашлатнинчен килет.
Пĕр ĕçре : «Хăш пайĕ те пулин «хĕр» тата «ача» сăмахсенчен тăракан «хĕр ача» сăмах майлашăвĕ евĕрлĕ сăмах майлашăвĕсем тупса çырăр», – тенĕ. Ĕç нумай йывăрлăх кÿчĕ пулсан та тĕрĕс хуравлакансем те пулчĕç. Сăмахсене пуçламăш формăна лартман ачасем чылай. Хуравра хĕр пултăр, хĕр тантăш, хĕр тус, хĕр юлташ, хĕр арăм, хĕр çын, ывăл ача, ар çын ача, ар ача т.ыт. çавнашкал сăмах майлашăвĕсем тумаллаччĕ.
За словом в карман не лезет тенине чăвашла куçаракансенчен чылайăшĕ вырăсла çырнине тÿррĕн куçарнипе çырлахнă – чăвашсем: «Сăмах илме кивçене каймасть» тенине аса илеймен. Апла пулин те – тĕрĕслекенсем икĕ хурава та шута илчĕç.
Аслă класра вĕренекенсене «Певец – Адюков или Одюков?» предложенине чăвашла мĕнле калама юрать», – текен ыйту лекрĕ. Кунта та чăваш грамматикине пĕлмелле, ыйтăва чăн чăвашла йĕркелемелле. Тĕрĕс хуравра -и татăкпа усă курмалла, ăна сказуемăй çумне лартмалла.
Тĕрĕс хурав нумай вариантлă:
Юрăçă кам: Адюков-и, Одюков-и?
Кам юрăçă шутланать: Адюков-и, Одюков-и?
Кама юрăçă темелле: Адюкова-и, Одюкова-и?
Юрăçăн хушамачĕ хăшĕ: Адюкова-и, Одюкова-и?
Йăнăшсем мĕн тумаллине тимлĕ вуламаннипе те пулчĕç.
Хăш-пĕри компьютерсене чăваш шрифтне лартман. Интернет уçлăхĕнче чăваш раскладки пур программа тупас пулать.
Тĕпрен илсен, олимпиада аван иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсен шутне 5-6-мĕш классенче вĕренекен 238 ача, 7-8-мĕш классенче вĕренекен 180 ача, 9 класра вĕренекен 65 ача, 10-11 классенче вĕренекен 46 ача кĕчĕ.
Олимпиадăна хутшăннă мĕн пур ачана, вĕрентекене тав тăватпăр. Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, вĕренÿре ăнăçу, хастарлăх сунатпăр.
Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсен дипломĕсене тата конкурса хутшăнни çинчен ĕнентерекен сертификатсене заявкăра кăтартнă адреспа ярса параççĕ. Документсене декабрĕн 17-мĕшĕччен çитерме палăртнă.
Йĕркелÿ комитечĕ:
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ,
телефон: 8(8352)45-99-96
e-mail: chrio18@rchuv.ru , : chrio4@rchuv.ru .
Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсен списокĕ
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии