Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Кĕнеке страницисене чĕрĕлĕх кĕртетпĕр» конкурса пĕтĕмлетрĕмĕр

10:55 03 декабря 2021 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ чăваш чĕлхи, чăваш литератури тата тăван ен культури урокĕсенче усă курмалли видеороликсемпе анимаци фильмĕсен конкурсне ирттерчĕ. Кунашкал конкурс пĕрремĕш хут иртрĕ.

Жюри 43 ĕç пăхса тухса хакларĕ, конкурса тăратнă материалсем паха пулнине палăртрĕ. Ĕçсем тĕрлĕ енлĕ пулчĕç: мультфильм майлă калăпланисем, слайдсене сасăланисем, видеофрагментсем тата фотоматериалсем лартнă ĕçсем т.ыт.те.

Конкурсантсем ĕçе тĕплĕн туни курăнчĕ, çапах та хăш-пĕр видеоĕçсем конкурс условийĕсене тивĕçтермен пирки (калаçу чăвашла пулманни, сăн ÿкерчĕксем анчах пулни, сасă тата видео пахалăхĕн шайĕ çителĕксĕр пулни т.ыт.те) çĕнтерÿçĕсен шутне кĕреймерĕç.

Жюри 5 çĕнтерÿçĕпе 10 призёра палăртрĕ.

Конкурса хутшăнакансене тав тăватпăр. Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсен дипломĕсене тата конкурса хутшăнни çинчен ĕнентерекен сертификатсене заявкăра кăтартнă адреспа (электрон формăпа) декабрĕн 13-мĕшĕччен çитерме палăртнă.

 

Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсен списокĕ

Çĕнтерÿçĕсен ĕçĕсем

 

Йĕркелÿ комитечĕ:

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ

E-mail: chrio6@cap.ru  

Телефон: 8(8352) 45-99-96, 89278434582

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика