Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕрле сÿтсе явар-и? «Тăван литература, 11 класс»

16:47 09 декабря 2021 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Тăван литература, 11 класс» ал çырăвĕпе паллашма йыхравлать. Палăртнă ал çыру Чăваш кĕнеке издательстви 2021-мĕш çулта  пичетлесе кăларнă «Тăван литертаура. 10 класс» вулавпа  вĕренÿ кĕнекин тăсăмĕ пулса тăрать.

Вĕренÿ кĕнекин авторĕ – Альбина Мышкина, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, Раççей писателĕсен Союзĕн членĕ, Чăваш Республикин  Çамрăксен патшалăх премийĕн  тата Чăваш Республикин патшалăх премийĕн лауреачĕ.

Вĕренÿ кĕнекине тĕслĕх вĕрентÿ программипе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ. Ал çырăвĕнче, тĕпрен илсен,  XXĕмĕрĕн иккĕмĕш çуррипе çыхăннă ăслăлăх ыйтăвĕсене, илемлĕ хайлав тĕслĕхĕсене, çыравçăсене кĕртнĕ. Паянхи чăваш литература анине кĕрсе пыракан,  çапах хальлĕхе анлă сарăлман авторсене  вара уйрăм пайра пĕтĕмĕшле тишкерсе панă.

Кĕнеке авторĕ çĕнĕ вĕренÿ пособийĕ вĕренекенсене ăслăлăхри пĕлĕве алла илме те, илемлĕ хайлав тĕнчипе киленме те, пултарулăхпа ăслăлăхра пĕрремĕш утăмсем тума та пулăшасса шанать.

Сирĕн сĕнÿсене раштавăн 15-мĕшĕччен chrio6@cap.ru адреспа кĕтетпĕр.

 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика