Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Чăваш чĕлхи» (10 –11 кл.) вĕренÿ кĕнекин ал çырăвĕпе паллашар

08:33 10 декабря 2021 г.

«Чăваш чĕлхи» (10–11 кл.) вĕренÿ кĕнекин ал çырăвне Раççей Федерацийĕн вĕренÿпе меслетлĕх пĕрлешĕвĕн 2020 çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче йышăнăвĕпе (3/20 №-лĕ протокол) ырланă программăна тивĕçтерсе çырнă. Программа – чăваш шкулĕн 5–9 класĕсенче вĕреннине аса илме тесе хатĕрленĕскер. Çавăнпа вĕренÿ кĕнекине, тĕпрен илсен, аса илÿ материалне кĕртнĕ: лексикăран пуçласа синтаксис таран 10-мĕш класс валли уйăрнă пая вырнаçтарнă, пĕтĕм синтаксиса – 11-мĕш класăнне. Çĕнĕ тема тесе «Чĕлхепе пуплевĕн перекет законĕ» темăна пăхмалла. Ăна ачасен 11-мĕш класра вĕренмелле.

Мĕн пур темăна ăслăлăхăн чи юлашки çитĕнĕвĕсене тĕпе хурса ăнлантарнă. Çавна пула «Фразеологи» пай туман – «Лексика. Фразеологи лексики. Лексикографи» ятлă пай çырнă. Сехет сахаллине шута илсе автор теори текстне май пур таран кĕскетме тăрăшнă. Апла пулин те ал çырăвĕн калăпăшĕ 300 страницăна яхăн.

Аса илÿпе тĕрĕслев ĕçĕсене кашни тема хыççăн та, кашни класс материалĕ хыççăн та сĕннĕ. 10-мĕшпе 11-мĕш класра вĕреннине пĕтĕмĕшлĕн çирĕплетмелли ĕçсем те пур.

Ал çырăвĕн авторĕ – Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕ центрĕн ăслăлăх аслă ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ Юрий Михайлович Виноградов доцент.

Сирĕн шухăшсемпе сĕнÿсене раштавăн 15-мĕшĕччен chrio6@cap.ru адреспа кĕтетпĕр.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика