Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхипе республикăн пĕрлехи экзаменне тытма хатĕрленер

15:10 14 декабря 2021 г.

Сисмерĕмĕр те – 2021 çул вĕçленсе те пырать. Çитес çул шкултан вĕренсе тухакансем экзамен тытма хатĕрленме те пуçларĕç ĕнтĕ. Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче чăваш чĕлхипе тытмалли республикăн пĕрлехи экзаменĕн тĕслĕх вариантне, кодификаторне тата тĕрĕслевпе хаклав материалĕсен спецификацине http://chrio.cap.ru/sitemap.aspx?id=3092017 адреспа вырнаçтарни çинчен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.

Халĕ вара «Республикăн пĕрлехи экзаменне 2022 çулта ирттерме хатĕрленесси» меслетлĕх кăтартăвĕсемпе паллашма пултаратăр. Ăна тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем валли хатĕрленĕ. Ĕçĕн тĕп тĕллевĕ – шкул ачисене чăваш чĕлхипе республикăн пĕрлехи экзаменне хатĕрлеме пулăшасси. Кăтартусенче изложенипе сочинени çырма, тест ыйтăвĕсене хуравлама вĕрентмелли майсемпе мелсене çырса панă, республикăн 2022 çулта тытмалли пĕрлехи экзаменĕн тĕслĕх вариантĕнче панă ыйтусемпе сочинени темисене тишкернĕ, усă курмалли литература сĕннĕ. Меслетлĕх кăтартăвĕсене çырнă чух республикăн пĕрлехи экзаменĕн тĕслĕх вариантне, кодификаторне, спецификацине, тĕрĕслевпе хаклав материалĕсене кашни çул валли хатĕрлесе, республикăн пĕрлехи экзаменне ирттерсе пухнă опытпа усă курнă. Хатĕрлекенĕ – филологи наукисен кандидачĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ Анна Егорова.

Шкул ачисем вара экзамена «2022 çулта чăваш чĕлхипе патшалăх шайĕнче тытмалли тĕп экзамента изложени çырма хатĕрленесси»,

«2022 çулта чăваш чĕлхипе патшалăх шайĕнче тытмалли тĕп экзамента сочинени çырма хатĕрленесси»,

«2022 çулта чăваш чĕлхипе патшалăх шайĕнче тытмалли тĕп экзамента тест ыйтăвĕсене хуравлама хатĕрлесси»  презентацисемпе усă курса хатĕрленме пултараççĕ.

Усă курăр, экзамена ăнăçлă тытма хатĕрленĕр!

 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика