Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ялкăш, «Туслăх хĕлхемĕ»!

15:40 21 января 2022 г.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви наци культурин «Туслăх хĕлхемĕ»/«Искорка дружбы» фестивальне ирттерет.

Фестивале Чăваш Республикин тата тулай вĕренÿ организацийĕсен 1–4-мĕш класĕсенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ. 

Фестиваль номинацийĕсем:

⬥«Сăмах илемĕ» / «Художественное слово»

⬥«Чăваш вăййи» / «Чувашская народная игра»

⬥«Янра, чăваш юрри» / «Звучи, чувашская песня»

⬥«Чăваш ташши» / «Чувашский танец».

Фестиваль виçĕ тапхăрпа иртет:

1-мĕш тапхăр: район е хула администрацийĕн вĕренÿ пайĕ 2022 çулхи нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕччен ирттерет.

2-мĕш тапхăррегион шайĕнче кĕретсĕр иртет.

Фестивалĕн 2-мĕш тапхăрне хутшăнма районта/хулара çĕнтерÿçĕ ятне илнĕ ачасене ирĕк параççĕ. Районта тата хулара çĕнтернĕ ачасем çинчен сведени (шкул, класс тата учитель ячĕпе хушаматне туллин кăтартмалла), видеофайлпа пĕрле заявка йĕркелÿ комитетне 2022 çулхи пуш уйăхĕн 3-мĕшĕччен chrio18@rchuv.ru адреспа ярса памалла.

Жюри ĕçсене хаклать, фестивалĕн 3-мĕш тапхăрне хутшăнакансене суйласа илет.

3-мĕш тапхăр: 2022 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕччен иртет. Эпидемиологи ситуацине пула фестиваль Zoom платформăпа иртме пултарать. Кун пирки хыпар Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче http://chrio.cap.ru/ пулĕ.

Пирĕн адрес: Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, 217-мĕш пÿлĕм (наци вĕренĕвĕн центрĕ).

Телефон:8(8352) 45-99-96

e-mail: chrio18@rchuv.ru .

 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика