Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çавра сĕтел иртрĕ

16:00 25 февраля 2022 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Шкулчченхи вĕренÿре усă курмалли хатĕрсем» темăпа çавра сĕтел иртрĕ. Мероприятире «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта хутшăнакан воспитательсем 51 организацирен пулчĕç. Ку проекта 2019 çулта пуçланă. Проекта йĕркелесе яраканĕсем – Доброва Надежда Васильевна, филологи наукисен кандидачĕ тата Игнатьева Валентина Ивановна, педагогика наукисен кандидачĕ.

Асăннă проектăн тĕп  тĕллевĕсенчен пĕри шкулчченхи вĕренÿре усă курма вĕренÿпе меслет кăтартăвĕсене хатĕрлесси пулса тăрать. Çавăнпа та мероприятие пухăннисем Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ 2020-2021-мĕш çулсенче кăларнă пособисене пахаларĕç, вĕрентÿре анлă усă курма мĕн чăрмантарнине палăртрĕç, кирлĕ  сĕнÿсем пачĕç, пуянлатасси пирки калаçрĕç, вĕрентÿллĕ вăйă пуххисене хатĕрлессине планларĕç. Региона аталанăвĕн ертÿçи Инесса Ядранская пособисене кăларма пулăшнă ĕçтешсене тав турĕ, тав хучĕпе хавхалантарчĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика