Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн çĕнтерÿçисем паллă

16:16 23 марта 2022 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе пĕрле 1-4 классенче вĕренекен ачасен «Туслăх хĕлхемĕ» фестивале килнĕ ĕçсене хакласа пĕтĕмлетрĕ.

Фестивалĕн республика тапхăрне район е хула шайĕнче çĕнтернĕ ачасем хутшăнчĕç, пурĕ 129 номер пулчĕ. Вĕсенчен Чăваш Республикинчен – 96 ĕç, тулай вĕренÿ организацийĕсенчен – Тутар Республики тата Ульяновск облаçĕнчен – 33 номер.

Фестиваль 4 номинаципе иртрĕ: «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри», «Чăваш ташши». Жюри конкурс çĕнтерÿçисемпе призёрĕсене палăртрĕ.

Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсен дипломĕсем хатĕр, вĕсене Чăваш Республикин вĕренÿ институтне (Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, 217 пÿлĕм) килсе илмелле. Сертификатсене заявкăра кăтартнă электрон адреспа мартăн 28-мĕшĕччен ярса пама палăртнă.  

Пирĕнпе çыхăнмалли адрес:

Телефон:8(8352) 45-99-96,

e-mail: chrio18@rchuv.ru.

      

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика