Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсем» интернет олимпиада иртрĕ

10:44 31 марта 2022 г.

2022 çулхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культури вĕрентекенсем хушшинче регионсен «Тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсем» интернет олимпиада иртрĕ. Унта заявка панă 150 çынран тĕрлĕ сăлтавсене пула пĕтĕмпе 109 учитель кăна хутшăнчĕ. Олимпиадăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн  чăваш чĕлхипе литература кафедри ертсе пычĕ.

Учительсем 20 ыйтăва хуравларĕç. Вĕсенчен 3-шĕ çĕнетнĕ ФГОСпа çыхăннисем пулчĕç, ыттисем – чĕлхепе тата литературăпа.

Жюри олимпиада çĕнтерÿçисемпе призёрĕсене палăртрĕ. Дипломсем ака уйăхĕн 6-мĕш кунĕсем тĕлне хатĕр пулĕç. Вĕсене электрон почтăпа ярса паратпăр.

Пурте тĕрĕс хуравланă ыйтусем пулмарĕç. Сертификат тĕрлĕ сăлтава пула конкурс ыйтăвĕсене хуравлама май килмен учительсене те паратпăр. Сертификатсене хăвăр кăтартнă электрон адрессем çине пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче ярса парсаттăмăр.

Тĕрĕс хуравсемпе паллаштаратпăр >>>.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика