11:48 05 апреля 2022 г.
Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă оратор ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ. Конкурса муниципалитет тапхăрĕнче мала тухнă 5-6-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăнчĕç.
Жюри членĕсене оратор ăсталăхĕн конкурсне хутшăнакансем йышлă пулни хăпартлантарчĕ. Вĕсен шучĕпе çынсем умĕнче чăвашла илемлĕ калаçма пултаракансем хальхи саманара питĕ сахал. Ку маçтăрлăха туптани паянхи кунра питех те кирлĕ ĕç.
Вĕрентекенсем ачасене конкурса тăрăшса хатĕрлени палăрчĕ. Паллах, кăлтăксем те пур-ха. Чи малтанах сăмахри пусăма йăнăш лартни те, логика пусăмĕсене пăтраштарнăран шухăша итлекен патне витĕмлĕ çитерейменни те тĕл пулать. Чылай ача калаçăвĕнче суя пафос пурри курăнать. Апла пулсан текстри тĕп шухăша ачасем хăйсем те ăнланайман. Текста ăнланса ăна чунпа калама тăрăшмалла.
Вĕрентекенсем текста хăйсем хатĕрлени, çырса пани паллă. Ача хăй çырнă пулсан ăна калама та çăмăлрах пулĕччĕ. Текст калакана хăйне тыткăнламасть пулсан унта чунлăх кĕртеймĕн.
Мимикăпа, ал хусканăвĕпе пĕлсе усă курасси – хăйне евĕрлĕ наука. Çак ăсталăха ачасем туллин пĕлеççĕ теме çук-ха. Пур чухне те алсемпе хăлаçланма кирлех те мар – чун веçех калать.
Оратор ăсталăхне алла илме тăрăшакансене ытларах чăвашла хутшăнса калаçма сĕнес килет. Вара дикци те тĕрĕс пулĕ, орфоэпи правилисем те ăса хывăнса юлĕç.
Малашне çине тăрса ĕçлесен пирĕн чăваш ачисем хăйсен амăш чĕлхипе пурне те тыткăнламалла калаçма вĕренĕç, ку енĕпе çитĕнÿсем тăвĕç.
Конкурс çĕнтерÿçисемпе призёрсене саламлатпăр. Пурне те ăнăçу сунатăпăр. Чăваш чĕлхи ячĕпе мухтавлă та хитре пулăр. Тĕрĕс калаçма вĕренĕр!
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии