15:26 22 апреля 2022 г.
«Халăх шкулĕ – Народная школа» журналăн çак кунсенче пичетленсе тухнă кăçалхи 2-мĕш номерĕ вулакана яланхи пекех илемлĕ хуплашкипе, вĕрентÿ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене тĕрлĕ енлĕн чăвашла тата вырăсла çутатнипе, шкулсенче тата ача сачĕсенче тимлекен педагогсене кирлĕ материалсемпе илĕртет. «Качество и доступность образования» рубрикăра Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн методисчĕн Н.В. Рябининăн, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕн Н.Н. Андреевăн тата ыттисен интереслĕ материалĕсемпе паллашма пулать. «Лидеры образования» ярăмра вара республикăра иртнĕ «Педагогический дебют – 2022» конкурс финалисчĕсене сăмах панă.
«Халăх шкулĕ – Народная школа» журнал кăçал 30 çул тултарнине халалланă статьясем те, Олег Кульев А.П. Никитинран илнĕ интервью та питĕ интереслĕ. Паллă çыравçă Борис Чиндыков пирĕн кăларăм пирки: «Хăйĕн позицийĕ пуррипе, хăйĕн публицистикипе, хăйĕн чăваш пайĕпе килĕшет», – тесе палăртать хăй шухăшне. Чăннипех те, ку хутĕнче те «Чăваш чĕлхипе литератури тата культури» ярăм тĕрлĕ енлĕ пулса тухрĕ. Уйрăмах Леонид Атлайăн Петĕр Яккусен поэт çинчен çырнă статйине, Виктор Черновăн чăваш кĕвĕ инструменчĕсене мĕнлерех ушкăнлассине ăнлантарса паракан тĕпчевне палăртмалла. Олег Прокопьев Валентина Беловăран илнĕ «Кашни япаланах чунпа юратса тăвас пулать. Çавăн чухне кăна вăл тепĕр чун патне çитет» интервью вара ачана тăван сăмахсăр тĕрĕс-тĕкел ÿстерме май çуккине ăнланса илме пулăшать. Журналăн иккĕмĕш кăларамĕ яланхиллех урок, уяв, шкул тулашĕнче, ача сачĕсенче иртекен ĕçсен сценарийĕсемпе пуян.
Тăванăмăрсем, тус-юлташăмăрсем, малашне те пирĕн журналпа тачă çыхăну тытса тăрасса, эпир пĕр-пĕриншĕн усăллă пуласса шансах тăратпăр!
Пирĕн журнала кăçалхи иккĕмĕш çур çуллăха çырăнса илме ан манăр. Меллĕ пултăр тесе эпир онлайн çырăнтару та йĕркелеремĕр.
Халăх шкулĕ – Народная школа – https://podpiska.pochta.ru/press
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии