08:48 26 апреля 2022 г.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Çак кун тăван чĕлхемĕре сыхласа-упраса хăварас, аталантарас тата халăхра сарас тĕлĕшпе нумай ĕç пулса иртет. Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ĕçченĕсемсĕр çакăн пек пулăм иртме пултараймасть, паллах. Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ĕçтешĕсем – Юрий Исаев ректор тата регион аталанăвĕ центрĕн ертÿçи Инесса Ядранская – Чăваш Республикин наци библиотеки умĕнче вырнаçнă И.Я. Яковлев палăкĕ патĕнче иртнĕ митинга хутшăнчĕç. Çак пархатарлă ĕçе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, вĕренÿ, ăслăлăх, культура учрежденийĕсен, общество организацийĕсен ертÿçисем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç, тухса калаçрĕç, чечек çыххисем хучĕç.
Çак вăхăтра Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2022» акцие хутшăнакансене пуçтарчĕ. Институтри акт залне 145 çын килчĕ. Диктант çырма пуçтарăннă хастарсене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн проректорĕ Светлана Петрова тата чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Анна Егорова Чăваш чĕлхи кунĕпе саламларĕç. Вĕсем пурне те диктант çырса чи пысăк паллă илме сунчĕç. Институтра диктант текстне Олег Прокопьев вуларĕ.
Чăваш чĕлхи кунĕ вĕçленнĕ тĕле Институтра çырнă тата Интернет урлă ярса панă 187 ĕçе тĕрĕсленĕ. Хальлĕхе çакăн пек результатсем:
«5» - 90 çын;
«4» - 48 çын;
«3» - 45 çын;
«2» - 1 çын;
виçĕ çын ĕçне вулайман.
«5» паллă илнисен списокĕ >>>.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии