10:12 27 апреля 2022 г.
2022 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Муркаш районĕн А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси шкулĕнче Чăваш Республикин Мухтавлă ентешĕсен çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» 6-мĕш фестиваль иртрĕ. Фестивале йĕркелекенĕсем – Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин хушма професси вĕрентĕвĕн «Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ» Чăваш Республикин бюждет учрежденийĕ, Чăваш Республикин «Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕ» общество организацийĕ, Регионсен «Чăваш наци конгресĕ» общество организацийĕ тата Чăваш Республикин Муркаш районĕн «А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕ» пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципалитет бюджет учрежденийĕ.
Фестивале пурĕ 19 шкултан, 6 районтан хутшăнма кăмăл турĕç. Курма килнĕ хăнасем, жюри членĕсем те чылай пулчĕç.
Яланхи йăлапа «Чăваш ачи чăвашах» фестиваль вăйă картипе пуçланчĕ. Калайкасси шкулĕн ачисемпе пĕрле хăнасем те вăйăра карталанса утрĕç. Халăх умĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн проректорĕ Светлана Петрова тухса калаçрĕ. Вăл ачасене те, аслисене те çывхарса пыракан Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламларĕ, тăван чĕлхен пĕлтерĕшĕ пирки каларĕ, фестивале хутшăнакансене ăнăçу сунчĕ.
2022 çулта «Чăваш ачи чăвашах» фестиваль тăватă ăмăртуран йĕркеленчĕ: «Вĕрентетпĕр чăвашла», «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн», «Сар ачапа сарă хĕр», «Тăвалла пулсан та малалла».
«Вĕрентетпĕр чăвашла» ăмăртура 5-11 классенче чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем уçă уроксем пачĕç. Кăçал фестивале пурĕ 11 вĕрентекен хутшăнма кăмăл турĕ. Вĕсене урока мĕнле йĕркеленине, темăна интереслĕ те кăсăклă пама пултарнине, тăван халăх историйĕпе культурине урок темипе çыхăнтарма пĕлнине, вĕрентекен пуплевĕн пахалăхне, чăвашла тĕрĕс те таса калаçма пултарнине, урокра тĕрлĕ мел-меслетпе усă курма, ачасене хавхалантарса ĕçлеттерме пултарнине пăхса хакларĕç. Пур вĕрентекен те урока пысăк шайра ирттерчĕ.
Малти вырăна Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче ют чĕлхе вĕрентекен Галина Кириллова тухрĕ. Вăл 8-мĕш класра акăлчан чĕлхи урокне чăвашла ирттерчĕ, «Мăн кун» темăна уçса пачĕ. Галина Валентиновнăна «Чăвашлăха аталантаракан чи хастар вĕрентекен» медальпе чысларĕç, диплом парса хавхалантарчĕç.
2-мĕш вырăна Альмира Зарифзянова (Комсомольски районĕн Тукай Мишер вăтам шкулĕн пуçламăш классен вĕрентекенĕ) тата Марина Вазина (Хĕрлĕ Чутай районĕн Питĕркасси шкулĕн математика вĕрентекенĕ) тивĕçрĕç.
Виççĕмĕш вырăна Альбина Фадеева (Хĕрлĕ Чутай районĕн Питĕркасси шкулĕн истори вĕрентекенĕ), Маргарита Колбасова (Муркаш районĕн Калайкасси шкулĕн вырăс литератури вĕрентекенĕ), Надежда Горнова (Муркаш районĕн Мăн Сĕнтĕр шкулĕн физика вĕрентекенĕ) тивĕç пулчĕç.
«Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» ăмăртура кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăли-йĕркине кăтартса парассипе тупăшрĕç. Жюри членĕсем ачасем тĕрĕс те илемлĕ калаçма пĕлнине, хăйсене сцена çинче тивĕçлĕ тытнине, ачасен тумĕпе йăла-йĕрке содержанийĕ килĕшсе тăнине пăхса хакларĕç.
Пĕрремĕш вырăна Калайкасси шкулĕн «Сывлăмпи» ушкăнĕ (ертÿçисем – Надежда Кондукторова тата Алина Данилова) йышăнчĕ. 2-мĕш класс ачисем ака-сухапа çыхăннă йăла-йĕркене туллин кăтартма пултарчĕç. Çĕнтерÿçĕсене кубок парнелерĕç, дипломпа хавхалантрчĕç.
2-мĕш вырăна Хĕрлĕ Чутай шкулĕн «Шевле» тата «Шăпăрлан» фольклор ушкăнĕсем çĕнсе илчĕç. 3-мĕш вырăна Муркаш районĕн Чуманкасси шкулĕн «Хаваслă ачасем» тата Шомик шкулĕн «Туслăх» ушкăнĕсем тивĕçрĕç. Маттур ушкăнсене диплом парса чысларĕç.
«Сар каччăпа сарă хĕр» ăмăртăва 7-9 классенче вĕренекен ачасем хутшăнчĕç. Фестивале хутшăнакан хĕр ачапа арçын ача пĕр мăшăр пулса тăван халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине ăс-тăн вăййинче кăтартса пама пултарчĕç. Кăçал ку ăмăртăва пурĕ 12 ушкăн хутшăнчĕ.
Чи маттуррисем Шупашкар хулин 5-мĕш гимназийĕнче вĕренеççĕ: Семенов Артемпа Алос-и-Фонт Нина чи нумай балл пуçтарма пултарчĕç. Вĕсем çĕнсе илнĕ кубок шкулта сумлă вырăн тупĕ, ытти ачасене те савăнтарĕ.
2-мĕш вырăна Шишокин Николайпа Матвеева Светлана (Муркаш районĕн Калайкасси шкулĕн вĕренекенĕсем), Александров Владимирпа Николаева Виктория (Муркаш районĕн Чуманкасси шкулĕн вĕренекенĕсем) çĕнсе илчĕç.
3-мĕш вырăна Алексеев Артемипе Сретинская Екатерина (Муркаш шкулĕн вĕренекенĕсем), Пашков Артемпа Захарова Виктория (Йĕпреç районĕн Пучинке шкулĕн вĕренекенĕсем), Николаев Всеволодпа Жукова Ульяна (Муркаш районĕн Ярапайкасси шкулĕн вĕренекенĕсем) тухма пултарчĕç.
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, çĕнĕлĕхсем проекта кĕрсех пыраççĕ. «Тăвалла пулсан та малалла» ăмăрту кăçал пĕрремĕш хут иртрĕ. Чăвашлăх туйăмне аталантаракан проектсене шкул директорĕсем хăйсем хӳтĕлерĕç. Вĕсем чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пирки калаçни жюри членĕсене хумхантарчĕ, кашни шкултах чăвашлăха аталантарас тесе çине тăрса ĕçлени савăнтарчĕ.
Жюри членĕсем чылай канашланă хыççăн «Тăвалла пулсан та малалла» ăмартура Калайкасси шкулĕ (проект авторĕсем – Татьяна Ершова шкул директорĕ, Эльвира Портнова директор çумĕ, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Алевтина Шишкина) пултаруллăрах тесе йышăнчĕç. Калайкасси шкулĕнче чăваш чĕлхи сехечĕсем те чакман, уроксем хыççăн та чăвашлăхпа çыхăннă ĕçсем чылай пулса иртеççĕ. Çуллахи кану вăхăтĕнче этнолагерьсен республика шайĕнчи фестивальне те кунтах ирттерме плана кĕртнĕ.
Иккĕмĕш вырăна Элĕк районĕн Чăваш Сурăм шкулĕ «Çемье – тăван чĕлхе управçи» проектпа (авторĕсем – Зоя Васильева директортата Алина Петрова директор çумĕ) тухрĕ. Жюри членĕсем Чăваш Сурăм шкулĕн ĕçне-хĕлне аван пĕлсе тăраççĕ, вĕсен проекчĕ пирки республикăра кăна мар, республика тулашĕнче те пĕлеççĕ иккен. Çавăн пекех иккĕмĕш вырăна Йĕпреç районĕн Пучинке шкулĕ тивĕçрĕ. «Чăвашлăха упрар» проект авторĕсем – Дмитрий Ильин директор, Елизавета Михайловăпа Людмила Клементьева вĕрентекенсем.
3-мĕш вырăна Хĕрлĕ Чутай шкулĕ çĕнсе илчĕ. «Тăван чĕлхе – халăх чунĕн тĕрекĕ» проект авторĕсем – Вероника Архипова директор, Марина Васильевăпа Вера Иванова вĕрентекенсем.
«Чăвашах-ши эпĕ?» çавра сĕтел чăвашлăх пирки шухăшлакан кашни çыншăн усăллă пулчĕ. Тухса калаçанкансем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç, шухăш-туйăмне уçса пачĕç, малалла мĕнле ĕçлесси пирки калаçса татăлчĕç. Тухса калаçакансем ытти шкулсенче чăвашлăха аталантарас тесе мĕн-мĕн тунипе тĕплĕн паллаштарчĕç, малалла мĕнле ĕçлемеллине сÿтсе яврĕç.
Чăваш халăхĕн пуласлăхĕ пирки шухăшлакан ачасемшĕн Виктор Чугаровăн «Чăваш чĕлхи» фильмĕ вырăнлă пулчĕ. Чылай вĕрентекен ку фильма шкулсенче кăтартмалла тесе палăртрĕ, режиссерпа тĕл пулу ирттересси пирки калаçса татăлчĕ.
Чăваш Республикин мухтавлă ентешĕсен çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» 6-мĕш фестиваль пĕтĕмлетĕвĕ акт залĕнче иртрĕ. Халăх умĕнче фестиваль гимнĕ (авторĕ – Саида Колдашова, Калайкасси шкулĕн вĕрентекенĕ) 6-мĕш хут янăрарĕ. Фестивале хутшăннисене ĕнентерӳ хучĕсем, çĕнтерÿçĕсене дипломсем, парнесем парса чысларĕç.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии