Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Доцентом Кульевой А.Р. проведено открытое занятие на тему «Особенности уроков литературного чтения в начальных классах чувашской школы»

00:00 09 декабря 2008 г.

Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче кафедра ĕçченĕ Кульева Алевтина Рюриковна «Пуçламăш шкулта литература вулавĕн урокĕсене ирттересси» темăпа уçă заняти ирттернĕ. Ку занятие çакăнпа пĕр ятлах семинара республикăн тĕрлĕ районĕсенчен пуçтарăннă 15 учитель тата Чăваш Республикин вĕренъ институчĕн преподавателĕсемпе методисчĕсем хутшăннă.

Паянхи кун чăваш шкулĕн пуçламăш  классĕсенче çĕнĕ вĕренъ планĕпе килĕшъллĕн литература вулавĕ предмета 1-мĕш класран пуçласа ертсе пымалла. Чăваш шкулĕшĕн ку çĕнĕ предмет. Уçă заняти вăхăтĕнче калаçу çак ыйтусем тавра пынă: 1. Литература вулавĕ предмета пуçламăш шкул вĕрентĕвне кĕртессин нормативлă докуменчĕсем. 2. Литература вулавне 1-4 классенче вĕрентессин патшалăх стандарчĕ. 3. Вулав урокĕсен уйрăмлăхĕсем.

2005-мĕш çулта йышăннă вĕренъ планĕ палăрнă тăрăх пĕрремĕш классра литература вулавне эрнере икĕ сехет ирттермелле. Анчах та ачасен ъсĕм уйрăмлăхĕсене кура 2007 çулта Чăваш республикин Вĕренъ тата çамрăксен политикин министерстви «Пуçламăш классенче литература вулавне йĕркелесси» нормативлă документ йышăннă. Ку документра вара пĕрремĕш классра, пĕрремĕш çур çулта, кашни эрнере хутла вĕрентмелли уроксен 15 минутне çеç литература итлевне халалламалла. Журналта вара пĕрремĕш çур çулта литература вулавĕн страници те çырăнса пырăнмасть, ку страница иккĕмĕш çур çулта çеç йĕркеленет. Ун чухне эрнере пĕр сехет литература вулавĕн урокĕ иртет. Асăннă документсене хальччен те пĕлменни пĕрремĕш классра ĕçлекенсем календарлă-тематика планне тĕрĕс туманни патне тата журнала та тĕрĕс çырса пыманни патне илсе çитерет. Ятарлă вĕренъ кĕнекисем тата методика кăтартăвĕсем çукки татса паман ыйтусен шутне йышлăлатать.

Республикăри учительсем заняти те, пĕтĕмĕшле семинар та усăллă пулни пирки каларĕç. Ĕçе йĕркеленĕ чух тĕрлĕ формăсем усă курни те (тĕпчевлĕ шырав, мăшăрпа ĕçлени, мастерской ларăвĕ) семинар тухăçлăхне ъстернине палăртрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика