Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Завершились курсы учителей начальных классов чувашских школ

00:00 16 февраля 2009 г.

Завершились курсы учителей начальных классов чувашских школ

Иртнĕ эрнекун чăваш шкулĕсен пуçламăш классĕсенче вĕрентекенсен курсĕ вĕçленчĕ (наука тата пĕтĕмĕшле йĕркелесси тĕлĕшĕнчен А.Р. Кульева яваплă). Вĕренÿ икĕ эрне хушши пычĕ, çак вăхăтра учительсем «Пуçламăш классенче вĕрентмелли предметсен наукăпа методика никĕсĕсем» программăпа ĕçлерĕç. Уйрăм предметсене вĕрентессин уйрăлăхĕсемпе паллашнисĕр пуçне пур предмета та пырса тивекен çĕнĕ технологисене те тишкерчĕç, хăшĕ-пĕрисене (проблемăпа диалог технологине, ачасем пĕрле ĕçлесе вĕренсе пырассине) Шупашкар хулин пĕрремĕш номерлĕ пуçламăш шкулне тухса уроксенче курма пултарчĕç. Курссене пĕтерсе каякансем пурте вĕренÿпе кăмăллă, хăйсен шухăшне акă çапла палăртса хăварчĕç (пĕр пек шухăшсене памăпăр, çавăнпа пурин хушамачĕ те пулмĕ):

№ №

Учитель хушамачĕ, хăш районтан

Курсене хаклакан шухăшсем

1.

Гаврилова Н.И.

Вăрнар районĕ

Проект мĕнле çырмаллине питĕ лайăх ăнлантарса пачĕç, шкула кайни те килĕшрĕ. Компьютер класĕсенче сахал пулни çеç аван мар пулчĕ.

2.

Гордеева Г.А.

Йĕпреç районĕ

Вĕренÿ питĕ лайăх иртрĕ. Проект çинчен ăнланма пулăшрĕç, шкула тухни усăллă. Пĕрер ташă пире вĕрентсен тата та аван пулĕччĕ.

3.

Тимофеева А.Н.

Йĕпреç районĕ

Проект çырни хамăра питĕ килĕшрĕ.

4.

Петрова М.В.

Йĕпреç районĕ

Эпĕ хама валли çĕнни питĕ нумай илтĕм.

5.

Казакова Л.А.

Куславкка районĕ

Çыру тетрачĕсемпе, çĕнĕ кĕнекесемпе ĕçлени питĕ килĕшрĕ. Литература вулавĕ çинчен те нумай пĕлтĕмĕр.

6.

Иванова Г.В.

Красноармейски районĕ

Тавах. Питĕ аван йĕркеленĕ курссене. Уроксене илсе кайнăшăн тавах. Сывлăх пултăр, ĕçре ăнăçусем пулччăр.

7.

Михайлова Г.И.

Красноармейски районĕ

Веçех килĕшрĕ, анчах та компьютер классне кĕрсе курманпа пĕрех. Шел.

8.

Гусельщикова Г.Н.

Хĕрлĕ Чутай районĕ

Питĕ пысăк тав: чăваш чĕлхине юратма вĕрентнĕшĕн, тĕрлĕ пособи хатĕрлесе панăшăн. Малалла ÿсĕмсем пулччăр.

9.

Кудряшова Е.Н.

Хĕрлĕ Чутай районĕ

Тавтапуç. Питĕ интереслĕ пулчĕ. Алевтина Рюриковна театра хистесех янишĕн те халь савăнатпăр.Малалла та тăрăшуллă ĕçлĕр.

10.

Огадярова М.П.

Муркаш районĕ

мĕнпур ирттернĕ мероприятишĕн тавтапуç. /çре творчествăлла ăнăçусем сунатăп.

11.

Егорова Е.Г.

Муркаш районĕ

Тавах. Пире практика ĕçĕсем пулни питех те килĕшет.Сире сывлăх та ĕçре ăнăçусем сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика