Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Фестиваль ăнăçлă иртрĕ

00:00 07 апреля 2009 г.

Кăçалхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш Республикин шкулĕсенче вĕренекенсен «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕ иртрĕ. Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри «Çăлтăрчăк» тата «Чăваш çăлтăрĕ» номинацисемшĕн яваплă пулчĕ.

Жюри членĕсем асăрханă тăрăх, ачасен пĕлÿ шайĕ, ăсталăхĕ, пултарулăхĕ тата хăюлăхĕ ÿссе пырать. «Чăваш çăлтăрĕ» презентацире пуплев, грамматика, орфографипе пунктуаци йăнăшĕсем пĕлтĕрхинчен чылай сахал тĕл пулчĕç.

«Çăлтăрчăк» номинацин жюри членĕсем «Илемлĕх тĕнчи» станцире пултарулăх, илемлĕх çителĕксĕррине палăртрĕç. Чылайăшĕн шухăшĕпе, çитес çул фестивалĕн номинацийĕсем пирки шухăшласа пăхмалла. Тĕслĕхрен, «Савнă çĕр – чăваш çĕр-шывĕ» станцие «Асамат» номинацире ирттермелле. «Халăх сăмахлăхĕ» станцин ыйтăвĕсене тимлĕрех пăхса тухмалла.

Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр. Фестивале хутшăннă ачасене пурне те çирĕп сывлăх, вĕренÿре ăнăçу сунатпăр!

Юлашкинчен фестивалĕн рейтинг списокĕпе, çĕнтерÿçĕсемпе паллаштаратпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика