Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăван чĕлхене вĕрентекенсен Мускаври виççĕмĕш форумĕ

00:00 10 декабря 2009 г.

Мускаври вĕрентÿ аталанăвĕн федераци институчĕн (ФИРО) пысăк залĕнче чÿк уйăхĕн 26-28-мĕшĕсенче тăван чĕлхене вĕрентекенсен виççĕмĕш форумĕ иртрĕ. Унта Раççейри тĕрлĕ республикăсемпе крайсенчен килнĕ 19 вĕрентекен педагогикăри ĕç-хĕлне уçса пачĕç, кашни хăй тăван чĕлхин уйрăмлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Çак конкурс финалне тухиччен конкурсантсен нумай вăй хума тивнĕ. Ятарлă жюри членĕсем куçăмсăр турта вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, хакланă.

Сцена çине конкурса хутшăнакансем пĕрин хыççăн тепри хăпарсан вĕсене хавхалантарма пухăннă ĕçтешсемпе СМИ членĕсем тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Конкурсанткăсене оргкомитет ертÿçи Артеменко Ольга Ивановна ăнăçу сунчĕ. Ольга Ивановна çак конкурс пултаруллисенчен, тавçăруллисенчен чи маттуррисене, чи лайăххисене суйласа илме пулăшнине, çавна май çак форумăн пĕлтерĕшĕ ÿссе пынине палăртса каларĕ. «Сирĕн ĕçĕр яланах хăвăра та, ачасене те савăнăçпа хавхалану кÿтĕр», - терĕ юлашкинчен Артеменко.

Форум программи анлă та тухăçлă иртрĕ. Сцена çинче конкурсантсем хăйсен регионĕпе, шкулĕпе, педагогикăри ĕçĕпе, наци тумĕпе паллаштарчĕç, ăсталăх урокĕсем кăтартрĕç. Юлашкинчен çавра сĕтелте паянхи тăван чĕлхен проблемине сÿтсе яврĕç.

Конкурсантсем хатĕрленĕ визит карточкин видеороликĕсем  куракансене вăхăтлăха тĕрлĕ республикăсемпе облаçсенче «пулма пулăшрĕ». Çак республикăсемпе облаçсем пирĕншĕн те çывăх пулса тăчĕç. Галина Васильевна Абрамова хатĕрленĕ видеоролик та пысăк шайра пулчĕ: Чăваш Республикин символĕсем, Республикăн тĕп хули, паллă вырăнсем, чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕсем, вĕрентекенĕн юратнă шкулĕ, юратнă вĕренекенĕсем, педагогикăри ĕçĕсем…

Акă наци тумĕпе паллаштарма вăхăт çитрĕ. Пирĕн умăра нанай хĕрĕ туй тумĕпе е тата мăкшăпа ирçе уяв тумĕпе тухса тăчĕç… Мĕн кăна пĕлмерĕмĕр эпир çак тумсенчен: тумсен пĕлтерĕшне те, тĕрĕсен символикине те, тĕссен çыхăнăвне те… Ташă хусканăвĕсен илемне те курма тÿр килчĕ ку ăмăртура. Тĕрлĕ халăх хушшинчи çакăн евĕр экскурси пире чĕлхере, тĕрĕре, ташă-юрăра тĕрлĕ халăхăн пĕрпеклĕхсене курма пулăшрĕ. Пĕрле пухăнса çакăн евĕр калаçни Раççейри тăван чĕлхе вĕрентекенсене пĕр çĕре чăмăртарĕ.

Конкурсăн иккĕмĕш кунĕнче вĕрентекенсем ăсталăх урокĕсене кăтартса пачĕç. Çак тапхăр чи йывăр, кăткăс та пĕлтерĕшлĕ тапхăр пулчĕ тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен форум ячĕ те «Раççейри тăван чĕлхене вĕрентекенсен ăсталăх урокĕ». Мана çак тапхăр уйрăмах кăмăла кайрĕ. Кашни урок конкурсантсен чĕри витĕр тухни куçкĕретех. Эпĕ чеченла та калаçмастăп, кабардинла та пĕлместĕп, çапах та çак уроксенче мĕн çинчен калаçни, икĕ чĕлхене мĕнле танлаштарни аванах курăнчĕ. Питĕ кăткăс та интереслĕ! Жюри членĕсене çак номинацие хаклама питех те йывăр пулчĕ пулĕ, мĕншĕн тесен кашни конкурсанткăн урокĕсем çÿллĕ шайра пулчĕç.

Конкурсăн юлашки кунĕнче вĕрентекенсем «Патшалăх тата тăван чĕлхен паян куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене» çавра сĕтелте тавра ларса сÿтсе яврĕç. Çавра сĕтел конкурсантсене çеç мар, пире те пĕтĕçтерчĕ. Кăткăс та кăсăклă ыйтусем пурне те пĕр ушкăна чăмăртарĕç. Ингушсем те, чеченсем те, ирçесем те, хакассем те тăван чĕлхене тăван мар чĕлхе пек вĕренеççĕ иккен! Хусантан килнĕ тутар чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ мухтанмасăрах кун йышши проблемăсем çуккине палăртрĕ. Тутар правительстви çак проблемăна тахçанах татса панă. Тĕрĕсех каларĕ кÿршĕ Республикин вĕрентекенĕ: çак ыйтупа тутарсем нумай малта пыраççĕ. Вĕсенчен тĕслĕх илмелли пирĕн те пур.

Кăçалхи тăван чĕлхене вĕрентекенсен форумĕнче Чăваш Республикин чысне хÿтĕлеме тивĕç илнĕ çын Шупашкарти 59-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Абрамова Галина Васильевна пулчĕ. Вăл конкурса хутшăннă 19 регион хушшинчи тавлашу-ăмăртура Чăваш Республикин чысне хÿтĕлесе 2-мĕш вырăна тухрĕ. Эпĕ Галина Васильевнăпа çак конкурсра лайăхрах паллашрăм. Галина Васильевна – шкул ĕçне кăмăллать çеç мар, вăл çак ĕçĕн хăйне евĕр фаначĕ шутланать. Вырăс шкулĕнчи вĕренÿпе методика комплексне 1 класран пуçласа 5 класчен йĕркелесе çитернĕ автор ку номинацире 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Галина Васильевнăн ĕмĕчĕ çак концепципе йĕркеленĕ вĕрентÿ материалне пур класс валли те туса вĕçлесе пĕтересси. Конкурсра ирттернĕ тăватă кун пирĕнте тăванлăх туйăмне çуратрĕ.

 

Ядрицова Алена Андреевна, «Йĕпреçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш номерлĕ вăтам шкул» МВУ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика