00:00 04 февраля 2010 г.
Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Вĕренÿ институтĕнче «10-11-мĕш классен чăваш литератури учебникĕпе хрестоматийĕсем» темăпа çавра сĕтел иртрĕ. Ăна институтăн чăваш чĕлхипе литератури кафедри тата чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен ассоциацийĕ хатĕрлерĕç.
Учительсене пухăнмалли явап вăл чăваш шкулĕн 10-мĕшпе 11-мĕш класĕсенче усă куракан учебниксемпе хрестоматисене кăларма черет çитнипе çыхăннă. Пухăнмалăх сăлтав та пур. Вăл, тĕпрен илсен, кенекесен вĕренÿре усă курма юрăхлăхĕ.
Хальхи учебниксемпе кĕнекесене Г.И. Федоровпа В.Г. Родионов профессорсем хатĕрленĕ. Вĕсем шкул валли учебник, хрестомати тунă çĕрте çĕнĕ авторсем шутланаççĕ. Çавăнпа çĕнĕ кĕнекесен пуплев манерне, ăнлавсен системине ăша хывма ачасене çеç мар учительсене те йывăр пулчĕ. Кун çинчен учительсем кĕнекесем шкула çитнĕ-çитмен калаçма пуçларĕç. Кăмăлсăр сăмах республика шкулĕсенчен те, республика тулашĕнчисенчен те килсе тăчĕ.
Вăхăт иртнĕçемĕн учительсем çитменлĕхне содержанийĕнче те тупса палăртрĕç.
Тĕл пулура (унта кашни районтан сахалтан та икĕ çын килчĕ, кĕнеке авторĕсем, журналистсем, институт издательствин ĕçченĕсем пулчĕç) учительсем учебниксемпе хрестоматин çитменлĕхĕсем çинчен калаçрĕç. Çитменлĕхне учительсем нумай çĕрте тупнă: пуплев стилĕнче те, методикăра та, учебника кĕртнĕ хайлавсен пахалăхĕнче те, ку е вăл материала вырнаçтарас йĕркере те, орфографипе пунктуацире те.
Учебникпа хрестоматисен содержаний\ пирки пынă калаçу вĕренÿ программи çине куçма хистерĕ. Сăмахран, учительсем ĕнентернĕ тăрăх, И.Я.Яковлев пултарулăхĕпе К.Иванов пултарулăхĕ хушшинчи чăваш литератури илĕртÿллĕ мар. Çавăнпа ăна малашне катертмелле çеç. «Нарспи» поэмăна 8-мĕш класра мар, 10-мĕшĕнче вĕрентмелле, мĕншĕн тесен пысăк философиллĕ хайлава 8-мĕшсем ăнланса çитеймеççĕ.
Лару çавнашкал йышăну турĕ:
1. 10-11 классен литература учебникĕсен çĕнĕ кăларăмĕсене ачасем ăнланмалла чĕлхепе çырмалла.
2. Учебниксем çырма учительсене явăçтармалла.
3. Хрестоматисенче пысăк калăпăшлă хайлавсем кĕртнĕ чухне ачасене илĕртекен сыпăксене кăна илмелле.
4. Пысăк произведенисен электрон дискĕсене кăлармалла.
5. Программăна çĕнетмелле. Программăна тунă чухне «Сахалрах, анчах лайăхрах» принципа пăхăнмалла, мĕншĕн тесен вĕренÿ планĕнче сехет сахал.
6. Учебникпа хрестоматисене пĕр кĕнекепе кăларас пирки шухăшламалла.
7. Пулас кĕнекесен содержанине Интернетра сÿтсе явас.
8. Çавра сĕтелте каланă сĕнÿсене пĕтĕмлетме чăваш чĕлхипе литератури кафедрине сĕнес. Пĕтĕмлетÿ материалне ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствине тăратма, учебниксен авторĕсене пама ыйтас.