Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Чăваш чĕлхине вĕрентекенсен республика шайĕнчи «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурсĕн положенийĕ

1. Пĕтĕмĕшле положени

Республика конкурсне районта (хулара) пĕрремĕш вырăн йышăннă чăваш чĕлхи учителĕсем хутшăнаççĕ.

1.1. Конкурс тĕллевĕсем:

– ик чĕлхелĕхе тата тĕрлĕ халăх культури хушшинчи çыхăнăва аталантарса творчествăллă ĕçлекен учительсене тупса палăртасси;

– тăван чĕлхе учителĕн профессине халăхра тивĕçлĕ хак пама пулăшасси;

– учителĕн чĕлхе политикине вĕрентÿре тытса пынă чухнехи пĕлтерĕшне ÿстересси.

1.2. Конкурс задачисем:

– чăваш чĕлхине вĕрентсе пухнă паха опыта сарасси;

– ачасен пуплев культурине аталантарас енĕпе тунă çĕнĕлĕхсене тупса палăртасси.

1.3. Конкурса йĕркелекенсем – Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш наци конгресĕ тата Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ассоциацийĕ.

Конкурса йĕркелекенсем хăйсен йышăнăвĕпе Конкурсăн жюри членĕсене тата йĕркелÿ комитечĕн йышне çирĕплетеççĕ.

2. Конкурса хутшăнакансем

2.1. Конкурса район (хула) конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă чăваш чĕлхи учителĕсене йыхравлаççĕ.

2.2. Республика конкурсĕнче хутшăнакана район (хула) вĕренÿ управленийĕ палăртать.

3. Конкурса йĕркелекен комитет

3.1. Конкурса ирттерме Конкурсăн йĕркелÿ комитетне тăваççĕ. Комитетра кам тата миçен ĕçлессине Конкурса йĕркеленсем палăртаççĕ.

3.2. Конкурса хутшăнма документсемпе материалсене заявкăпа пĕрле Йĕркелÿ комитетне электрон носительпе тата хут çине çырса 2012 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕ тĕлне тăратмалла:

– чăваш чĕлхи урокĕсен ик чĕлхелĕхе тата тĕрлĕ халăх культурин çыхăнăвне шута илсе наукăпа методика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс йĕркеленĕ меслет сĕнĕвĕсемпе кăтартăвĕсем;

– район (хула) çĕнтерÿçин «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» темăпа хатĕрленĕ презентацийĕ тата эссе;

– чăваш чĕлхипе тата литературипе çырнă уроксен тулли конспекчĕсем (пĕрер).

Конкурса хутшăнакансен ĕçĕсенчен йĕркеленĕ выставка валли ытти материал та тăратма юрать: учитель хăй хатĕрленĕ вĕренÿ программисен, статьясен, рецензисен ксерокопийĕсене, пултарулăх ĕçĕсене, ачасен творчествăллă ĕçĕсене, тăван чĕлхепе класс тулашĕнче воспитани енĕпе ирттермелли материалсен ксерокопийĕсене.

3.4. Конкурс материалĕсене чăвашла çырса тăратмалла.

3.5. Конкурсăн йĕркелÿ комитечĕ

– Конкурс хăçан тата ăçта иртессине, йĕркине, тытăмне, Конкурса тăратнă ĕçсене хакламалли критерисене тăвать;

– жюри тытăмне тата ĕç йĕркине палăртать.

4. Конкурс ирттермелли йĕрке

4.1. Конкурса ирттерекенсем тивĕçлĕ пĕлтерÿ Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин сайтĕнче вырнаçтарса, çавăн пекех район (хула) вĕренÿ управленийĕсене çыру çырса хыпарлаççĕ. Конкурса ирттересси çинчен калакан информацире акă мĕн каламалла:

– Конкурса ирттермелли вăхăт;

– Конкурса ирттермелли вырăн;

– Конкурса хутшăнмалли йĕрке;

– Конкурса хутшăнма кирлĕ документсемпе материалсене тăратмалли вăхăтпа йĕрке.

4.2. Республика конкурсĕ тĕрлĕ формăпа, куçăмлă тата куçăмсăр майпа иртме пултарать. Çав тапхăрта конкурсантсем тĕрлĕ ĕç тăваççĕ:

– «Паллаштару карточки» хайласси («Тăван ен, манăн шкул, манăн педагогикăри ĕçĕм» – 10 минута яхăн);

– «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» эссе хайласси (сăмахпа каласа паллаштарни – 10 минута яхăн);

– ăстаçă урокне кăтартасси (чĕлхе урокĕн материалĕпе усă курса «Чăваш тата вырăс чĕлхисем пĕр-пĕрне витĕм кÿни», «Чăваш чĕлхи урокĕсенчи тĕрлĕ халăх культурин вырăнĕ», «Тăван чĕлхе урокĕсенче калаçу этикетне тата хутшăну культурине тытса пырасси» темăсенчен пĕрне суйласа илмелле – 20 минута яхăн);

– «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» эссене («Манăн чĕлхе – манăн тĕнче, манăн чун» темăпа) Pover Point е Open Office.orq Impress программăпа усă курса презентацилесси.

4.3. Конкурсăн 1-мĕш тапхăрĕ районсемпе хуласенче 2012 çулхи кăрлач (январь) уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа кăрлач (январь) уйăхĕн 31-мĕшчен иртет. 2-мĕш тапхăр Шупашкарта Вĕренÿ институтĕнче 2012 çулхи нарăсăн (февралĕн) 21-22-мĕшĕсенче пулать. Иккĕмĕш тапхăр валли заявкăсене 2012 çулхи нарăсăн (февралĕн) 6-мĕшĕ тĕлне тăратмалла.

Кая юлса тăратнă заявкăсене конкурс программине кĕртмеççĕ.

5. Хаклав критерийĕ

5.1. Выставка валли хатĕрленĕ материалсен хаклав критерийĕ:

– хальхи вĕренÿ ĕçĕн тĕллевĕсемпе задачисене тивĕçтерни;

– тăван чĕлхене ачасем вырăс чĕлхине вĕренсе илнĕ пĕлĕве тĕпе хурса пачах çĕнĕ мелсемпе вĕрентни;

– чăваш тата вырăс халăхĕсен культура хутшăнăвне мĕн таран шута илни;

– вĕренекенсен ÿсĕм тата пĕлÿ шайне тивĕçтерни, ачасен харпăр хăй аталанăвĕн уйрăмлăхне шута илни;

– тăван чĕлхепе хатĕрленĕ вĕренÿпе методика комплексĕн шайĕ (пахалăхĕ).

5.2. Конкурса тăратнă ĕçсен хаклав критерийĕ.

«Паллаштару карточки» (презентаци):

– презентацин хăйне евĕрлĕхĕ (ытти ĕçсенчен уйрăлса тăни);

– тăратнă информацин витĕмлĕхĕпе уçăмлăхĕ;

– тăван чĕлхепе илемлĕ вулани; халăх юррине, ташшине ăста юрласа-ташласа пани; наци костюмне кăтартни.

«Манăн педагогикăри тĕп шухăш» эссе (сăмахпа каласа пани):

– Конкурс тĕллевĕсемпе тÿр килни,

– положенисен ĕнентерÿлĕхĕ тата концепцийĕ пурри,

– материала каласа парас ăсталăх (логикăлăхĕ, витĕмлĕхĕ, пуплев культури).

Ăстаçă урокĕ:

– темăпа творчествăллă ĕçлени, йывăр лару-тăруран ирĕклĕ тухма пултарни;

– Конкурс тĕллевĕсемпе тÿр килни;

– тăван чĕлхене вĕрентнĕ чух усă куракан çĕнĕлĕхсем пурри (çĕнĕ технологисемпе усă курни, тĕрлĕ халăхăн чĕлхине, культура хутшăнăвне шута илни);

– професси ăсталăхĕ.

6. Конкурса пĕтĕмлетни

6.1. Конкурс пĕтĕмлетĕвне жюри Положенире палăртнă хаклав критерийĕсене шута илсе тăвать. Пĕтĕмлетĕве протокола çыраççĕ. Ăна жюри председателĕ е ун çумĕ çирĕплетет.

6.2. Конкурс протоколĕсене конкурсантсене кăтартмаççĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем пирки апелляци ирттерме юрамасть.

6.3. Чи нумай балл пухнă учитель Конкурс çĕнтерÿçи пулса тăрать.

6.4. Жюри ытти номинацисен çĕнтерÿçине те палăртма пултарать:

– Новатор учитель (вĕрентме çĕнĕ технологисем тăвать, вĕсемпе ĕçре усă курать; ИКТпа ирĕклĕн усă курма пултарать; инçетрен (дистанцирен) вĕрентмелли мелсемпе меслетсене, хатĕрсене пĕлет);

– Тĕпчевçĕ учитель (хăйĕн предмечĕпе эксперимент ĕçне анлă хутшăнать);

– Ертÿçĕ (наставник) учитель (тăван чĕлхепе методика ĕçне ертсе пырать, çамрăк специалистсене професси енчен ÿсме пулăшать).

– Чи лайăх паллаштару карточки.

– Чи лайăх эссе («Манăн педагогикăри тĕп шухăш»).

– Чи лайăх урок.

Номинацисен ятне, йышне улăштарма ирĕк пур. Ку ирĕкпе усă курса Йĕркелÿ комиссийĕ тивĕçлĕ йышăну тăвать.

6.5. Çĕнтерÿçĕсене дипломсем парса чыслаççĕ.

6.6. Конкурса ирттерекенсем конкурсантсем валли ятарлă парнесем палăртма пултараççĕ.

7. Конкурса хутшăнакансен автор прависем

7.1. Конкурса ирттерекен ен Конкурса хутшăнакан учительсен автор прависене Россия законĕсене пăхăнса сыхлать.

7.2. Конкурса ирттерекен ен Конкурса тăратнă материалсемпе коммерцисĕр проектсенче кăна усă курма пултарать.

7.3. Конкурса ирттерекен енĕн Конкурса тăратнă ĕçсене чи лайăх учительсен опытне сарас тĕллевпе пичетлеме е сайта тăратма ирĕк пур.

8. Çыхăну адресĕ

Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:

428017 Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 225-мĕш пÿлĕм.

Тел.: 8(8352)58-47-46

E-mail: chrio11@cap.ru

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика