1. Интернет конкурса йĕркелекенсем тата хутшăнакансем
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш филологийĕпе этнокультура вĕрентĕвĕн кафедрипе лабораторийĕ 2012 çулхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Тăван чĕлхепе литературăн вăрттăнлăхĕсем» интернет конкурс ирттерет. Конкурсра ыйтусем чăваш чĕлхипе, литературипе тата вĕсене вĕрентессипе пулĕç.
Интернет конкурса Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен учительсем хутшăнаççĕ.
2. Интернет конкурс тĕллевĕсемпе задачисем
– чăваш чĕлхипе литературине тата вĕсене вĕрентмелли методикăна пĕлекенсене тупса палăртасси,
– интернет технологийĕсемпе вĕренÿ ĕçĕнче усă курасси.
3. Интернет конкурса ирттермелли йĕрке
Интернет конкурса хутшăнас текенсен 2012 çулхи чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕччен moodle.edu.cap.ru адреспа кĕрсе регистрациленмелле. Конкурс чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче ирхи 6 сехетрен пуçласа каçхи 10 сехетчен пырать. Ыйтăвĕсем 7-мĕшĕнче сайтра пулаççĕ. Веб-страницăра 20 ыйту пулать. Ыйтусене хуравлама 2 сехет уйăрнă. Регистраци тăвас умĕн регистраци страницине лартнă шрифта хăвăр компьютера кĕртĕр, унпа усă курса конкурс ыйтăвĕсене хуравлăр.
Электрон почти урлă хуравсене йышăнмаççĕ, пăхса та тухмаççĕ. Интернет конкурса тÿлевсĕрех хутшăнма пулать.
4. Çĕнтерÿçĕсене палăртни
Интернет конкурсăн жюри членĕсем – Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш филологийĕпе этнокультура вĕрентĕвĕн кафедрипе лабораторийĕн ĕçченĕсем.
Интернет конкурс хуравĕсене балл системипе хаклаççĕ.
Кашни тĕрĕс те тулли хуравшăн пĕрререн пуçласа виçĕ балл таран лартаççĕ. Енчен те конкурса хутшăнакансем пĕрешкел балл пухнă пулсан çĕнтерÿçĕ ятне конкурс ыйтăвĕсене вăхăт тăрăх чи малтан хуравланă çын тивĕçет.
5. Çĕнтерÿçĕсене чыслани
Интернет конкурс çĕнтерÿçисене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн дипломĕсемпе чыслаççĕ. Çавăн пекех, конкурса хутшăннисене Интернет конкурса хутшăннине çирĕплетекен сертификат параççĕ.
6. Çыхăну адресĕ
Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:
428017 Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 225-мĕш кабинет.
Телефон: (8352)584746
E-mail: chrio11@cap.ru