1. Пĕтĕмĕшле положени
Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи «Уçă урок» пĕрремĕш фестиваль (малалла – Фестиваль) Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш филологийĕпе этнокультура вĕрентĕвĕн кафедрипе лабораторийĕ 2012/2013 вĕренÿ çулĕнче ирттерекен мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕ пулать.
Фестиваль пĕтĕмĕшле тĕп (вăтам) тата професси паракан вĕренÿ учрежденийĕсен тăван чĕлхепе литература учителĕсен квалификацине ÿстермелли традицие кĕмен мелĕ пулса тăрать.
1.1. Фестиваль тĕллевсем:
- педагогикăри тата методикăри çĕнĕ (тухăçлă) мелсемпе тата меслетсемпе ĕçлекен учительсене тупса палăртасси, вĕсен ĕç мелĕсене çын çине кăларасси;
- тăван чĕлхепе литературине вĕрентекен учителĕн профессине халăхра тивĕçлĕ хак пама пулăшасси;
- ик чĕлхелĕх е тĕрлĕ халăх культури хушшинчи çыхăну концепцине тĕпе хурса творчествăллă тата пултаруллă ĕçлекен учительсене тупса палăртасси.
1.2. Фестиваль задачисем:
- ик чĕлхелĕхе тата тĕрлĕ халăх культури хушшинчи çыхăнăва аталантарас енĕпе тунă çĕнĕлĕхсене тупса палăртасси;
- чăваш чĕлхипе литературине вĕрентсе пухнă паха опыта сарасси.
2. Фестивале хутшăнакансем
Фестивале Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсем хутшăнма пултараççĕ.
3. Фестивале йĕркелекен комитет
3.1. Фестивале ирттерме йĕркелÿ комитетне тăваççĕ.
Йĕркелÿ комитетĕнче кам тата миçен ĕçлессине Фестиваль йĕркелекенсем палăртаççĕ.
3.2. Фестивале хутшăнма тăратнă документсемпе материалсене, пĕрле укçа тÿленине çирĕплетекен квитанци копине заявкăпа Йĕркелÿ комитетне электрон носительпе тата хут çине çырса 2013 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне тăратмалла.
3.3. Фестиваль материалĕсене чăвашла е вырăсла (вырăс шкулĕнче е професси паракан учрежденисенче литературăна вырăсла вĕрентеççĕ пулсан) çырса тăратмалла.
3.4. Фестивалĕн йĕркелÿ комитечĕ
- фестиваль хăçан тата ăçта иртессине, йĕркине, тытăмне, Фестивале тăратнă ĕçсене хакламалли критерисене тăвать;
- жюри тытăмне тата ĕç йĕркине палăртать.
4. Фестивале ирттермелли йĕрке
4.1. Фестиваль ирттерекенсем тивĕçлĕ пĕлтерÿ Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче вырнаçтараççĕ. Унта çакнашкал информаци пулмалла:
- фестивале ирттермелли вăхăт;
- фестивале ирттермелли вырăн;
- фестивале хутшăнмалли йĕрке;
- квитанци форми;
- фестивале хутшăнма кирлĕ документсемпе материалсене тăратмалли вăхăтпа йĕрке.
4.2. Фестиваль икĕ тапхăрпа – кĕретсĕр тата кĕретлĕ иртет.
4.3. Фестивалĕн 1-мĕш тапхăрĕнче учительсен фестивале ярса панă материалсене (заявка, укçа тÿленине ĕнентерекен квитанци копийĕ, педагогикăри тата методикăри çĕнĕ (тухăçлă) меслетсемпе усă курса çырса хатĕрленĕ тулли урок конспекчĕ, Pover Point (Open Office.ord Impress) программăпа усă курса ачасем валли хатĕрленĕ презентаци (е пултарулăх ĕçĕсем, ачасен творчествăллă ĕçĕсем, пуç ватмăшсемпе ребуссем, схемăсемпе таблицăсем тата ытти те) экспертиза тăваççĕ.
4.4. Фестивалĕн кĕретлĕ тапхăрĕнче учительсем хăйсен ĕçне творчествăллă презентацилеççĕ – методика енчен ăнлантараççĕ. Урока методика тата педагогика енчен тишкереççĕ (е Pover Point мелĕпе усă кураççĕ, е урокăн технологи карттине çыраççĕ, е сăмах вĕççĕн каласа параççĕ).
Методика ăнлантарăвĕнче акă мĕн-мĕн пулмалла:
- вĕрентĕвĕн культурологи содержанийĕнче тĕрлĕ культура пĕр-пĕрне витĕм кÿни
- чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ чухнехи уйрăмлăхсем.
Методика комментарине хакланă чухне акă мĕне шута илеççе:
- тĕрлĕ культура пĕр-пĕрне витĕм кÿнине мĕнле шайра кăтартнине;
- тăван чĕлхене тата литературăна вĕрентнĕ чух усă куракан тухăçлă технологисем пуррине;
- презентацин хăйне евĕрлĕхне (ытти ĕçсенчен уйрăлса тăни);
- тăратнă информацин витĕмлĕхĕпе уçăмлăхне;
- урок материалне педагогика тата методика енчен тĕрĕс те пĕлсе тишкернине;
- урокра усă куракан мелсемпе меслетсен тĕллевлĕхне тата вырăнлăхне.
5. Фестиваль срокĕсем
Материалсене 2013 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне тăратмалла.
2013 çулхи нарăс уйăхĕн 1-15-мĕшĕсенче – 1 тапхăр (кĕретсĕр) – укçа тÿленине çирĕплетекен квитанци копине, материалсене заявкăпа пĕрле Йĕркелÿ комитетне электрон носительпе тата хут çине çырса тăратмалла.
2013 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче – 11 тапхăр (кĕретлĕ) чăваш шкулĕнче ĕçлекен тăван чĕлхепе литература учителĕсен творчествăллă презентацийĕ (урока методика тата педагогика енчен тишкерни) – Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче иртет.
2013 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче – 11 тапхăр (кĕретлĕ) вырăс шкулĕнче ĕçлекен тăван чĕлхепе литература учителĕсен творчествăллă презентацийĕ (урока методика тата педагогика енчен тишкерни) – Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче иртет.
6. Фестиваль условийĕ
Фестивале укçалла ирттерме палăртнă.
Фестивале хутшăнакансем 200 тенкĕ тÿлеççĕ, çавна май
- фестивале хутшăнма ирĕк илеççĕ;
- фестивале тăратнă материалăн электрон комплектне илме пултараççĕ;
- фестивале хутшăннине çирĕплетекен хут (сертификат) илеççĕ.
Фестивале хутшăнма ирĕк паракан взноса пур Раççей Сбербанк уйрăмĕсенче тата Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн кассинче тÿлеме пулать. Сканер витĕр кăларнă квитанци копине, заявкăна, материалсене 2013 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕччен çак адреспа ярса памалла chrio11@mail.ru .
7. Материалсене çак формăпа ярса памалла
7.1. Фестивале хутшăнакансем çакăн пек материалсем ярса параççĕ:
- заявка (2 №лĕ хушса пани);
- укçа тÿленине ĕнентерекен квитанци копийĕ (5 №лĕ хушса пани);
- педагогикăри тата методикăри çĕнĕ (тухăçлă) меслетсемпе усă курса çырса хатĕрленĕ тулли урок конспекчĕ (текст 7 страницăран ытлашши пулмалла мар);
- урока методика тата педагогика енчен тишкерсе пани (е сăмахпа каласа памалли текст, е Pover Point мелĕпе усă курса хатĕрленĕ презентаци, е урокăн технологи карттине çырса пани).
7.2. Материалсене çакăн пек йĕркелемелле:
- заявка, урокăн тулли коспектнне тата методика ăнлантарăвне электрон тата пичетленĕ вариантсемпе 2003 Office, 2010 Office форматпа ярса памалла (чăваш текстне Times New Roman c Alt шрифтпа наборламалла – чăваш раскладкине лартмалли меле баннерта панă), презентаци материалне Pover Point программапа хатĕрлемелле, технологи карттин таблицине Word программăпа тумалла.
Фестиваль материалĕсене рецензилемеççĕ каялла тавăрса памаççĕ.
Тулли урок конспекчĕн электрон вариантне, заявкăна, квитанцин сканерпа кăларнă копине 2013 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕччен çак электрон адреспа ярса памалла chrio11@mail.ru
8. Конкурса пĕтĕмлетни
7.1. Фестиваль пĕтĕмлетĕвне жюри Положенире палăртнă хаклав критерийĕсене шута илсе тăвать. Пĕтĕмлетĕве протокола çыраççĕ. Ăна жюри председателĕ е ун çумĕ çирĕплетет.
7.2. Фестиваль протоколĕсене фестивале хутшăнакансене кăтартмаççĕ. Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕсем пирки аппеляци ирттерме юрамасть.
7.3. Çĕнтерÿçĕсене диплом парса чыслаççĕ.
7.4. Фестиваль ирттерекен ен Фестивале тăратнă материалсемпе коммерцисĕр проектсенче кăна усă курма пултарать.
7.5. Фестивале ирттерекен енĕн Фестивале тăратнă ĕçсене чи лайăх учительсен опытне сарас тĕллевпе пичетлеме е сайта тăратма ирĕк пур.
9. Çыхăну адресĕ
Фестивале йĕркелекенсен адресĕ:
428001 Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 225 пÿлĕм.
Чăваш филологийĕпе этнокультура вĕрентĕвĕн кафедрипе лабораторийĕн электрон почтин адресĕ - chrio11@cap.ru
8-965-685-55-87- Надежда Григорьевна Иванова.