Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Иванова Н.Г., Матвеева Ф.А., Метин П.Н. «Тăван литература» 5-мĕш класăн вĕренỹпе вулав кĕнеки

Чăваш кĕнеке издательствинче 2005 çулхи декабрь уйăхĕнче чăваш шкулĕсем валли «Тăван литература» 5-мĕш класăн вĕренỹпе вулав кĕнеки тухрĕ. Авторĕсем Н.Г.Иванова, Чăваш Республикин вĕренỹ институчĕн доценчĕ, Ф.А.Матвеева, Муркаш районĕн Очăкасси пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул учителĕ, П.Н.Метин, И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ. Вĕренỹпе вулав кĕнекине Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн литература пĕлĕвĕпе фольклористика пайĕн пуçлăхĕ В.П.Никитин (Станьял) редакциленĕ.
5-мĕш класăн вĕренỹпе вулав кĕнекине темăсем тăрăх йĕркеленĕ. Кĕнекере пурĕ 13 тема. Кашни тема умĕнче ваттисен сăмахĕсене сĕннĕ. Çыравçăпа паллашни вара кăсăклă та тĕрлĕ енлĕ. Çыравçăн ача чухнехи аса илĕвĕсем вĕренỹ содержанине чĕрĕлĕх кĕртеççĕ.
Пĕлĕве тĕрĕслеме виçĕ тĕрлĕ ыйту сĕннĕ. «Вуланине лайăх ас тăватăр-и?» ушкăнри ыйтусем – хайлав содержанине асра тытма, чăнлăха сăнама вĕрентекеннисем. «Хайлава мĕнле ăнлантăр?» ушкăнри ыйтусем вара сăвăпа калавăн, юптарупа юмахăн пĕрешкеллĕхĕсемпе уйрăмлăхĕсене курма, вĕсене тишкерме вĕрентеççĕ. «Сăнарлă сăмаха туйма вĕренĕр» ушкăнри ыйтусем вара сăмах тỹрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартаççĕ.
Вулавпа çыру ăсталăхне аталантарма тĕрлĕ пултару (творчествăллă) ĕçĕсем (изложенисем, инсценировкăсем, сăвăсем, диалогсем, сочиненисем) шухăша йĕркипе, ăста каласа пама пулăшĕç.


Новое издание учебника-хрестоматии по чувашской литературе на основе «Программы по чувашской литературе для V-XI чувашской школы» З.С.Антоновой, Н.Г.Ивановой, В.П.Никитина-Станьяла.
Родная литература. Учебник-хрестоматия для 5 класса. – Чебоксары, 2005. Авторы Н.Г.Иванова, Ф.А.Матвеева, П.Н.Метин. Материал построен по концентрическому принципу. Использован также тематический и жанровый подход. Учебная книга включает литературные произведения от древности до сегодняшнего дня.
Включены специальные разделы, содержащие сведения по теории литературы. Вопросы и задания для учащихся направлены на совершенствование читательского мастерства, овладение навыками устной и письменной речи, формирование творческого подхода к чтению.
Учебник-хрестоматия открывает учащимся богатство и многообразие произведений словесного искусства, акцентируя внимание на анализ сюжетного содержания текстов.

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика