Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Виноградов Ю.М., Игнатьева В.И. "Пĕтĕм чăваш ачисен 2006 çулхи олимпиади: тишкерỹ" (статья опубликована в журнале "Народная школа" № 4-5)

Пĕтĕм чăваш ачисен 2006 çулхи олимпиади: тишкерỹ

 

Ю.М.Виноградов, Чăваш Республикин вĕренỹ институчĕн кафедра пуçлăхĕ

В.И.Игнатьева, И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика университечĕн кафедра пуçлăхĕ,

 

Чăваш чĕлхипе тата литературăпа 2006 çулхи олимпиада пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртрĕ. Олимпиадăна пурĕ 147 вĕренекен хутшăнчĕ. Вĕсенчен 134-ăшĕ республика шкулĕсенчен пулчĕç: чăваш шкулĕсенчен ­ 63, вырăс шкулĕсенчен  ­71. Республика тулашĕнчен 13-ĕн çырчĕç: Тутар Республикинчен – 7 (4 – 3), Чĕмпĕр облаçĕнчен – 3 (3 – 0), Самар облаçĕнчен – 3 (1 – 2).

Республика шкулĕсемпе тулай шкулĕсенче вĕренекен ачасен ыйтăвĕсемпе ĕçĕсем тема енчен те, материалĕ енчен те пĕрешкелччĕ теме юрать – тулайран килнисене пĕтĕм ĕçĕн ансатрах, кĕске вăхăтра тумалли  пайĕсене кăна сĕнтĕмĕр. Акă тулай чăваш шкулĕсенчен килнисен ĕçĕ 10 мар, 9 çеçчĕ. Тулай  вырăс шкулĕсен 10-мĕш ĕçĕ шкул учебникĕн картинчен тухман – 4 сăмахлă ят синтагмăн (шăпчăкăн хĕрсе кайнă пырĕ) пайĕсем мĕнле мелпе çыхăннине кăна кăтартмаллаччĕ.

Асăннă сăлтавсене пула эпир халь сире, тĕпрен илсен, республика ачисене сĕннĕ ĕçсемпе кăна паллаштарасшăн.

Ыйтусемпе ĕçсем

 

Чăваш шкулĕ

 

1 ­ 4 ĕçсем

9 ­ 11 классем

 

Йăнăш тупăр, тĕрĕссипе мĕнле каламаллине (çырмаллине) сăлтавласа ăнлантарăр.

Материалĕ

9 класс

 1. Пирĕн умма вара хушма ыйтусем çеç сиксе тухĕç…

2. Петĕр Ялгир, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, поэт….

3. Çамрăксем ункăна тăраççĕ.

4. Пуçарăва хăвăртрах пурнăçа кĕртме сунатăп. Ăнăçу сире!

10 класс

1. Çип çавăрса ларакан мăнак Толя ỹкерчĕкне чылайччен пăхса тăчĕ.

2. Акă Эльмен урамĕнчи пасар умĕнче хĕрарăмсем суту-илỹ туса лараççĕ.

3. Йĕрке хуралçисем ĕнер 22 çулхи каччăна тытса чарнă.

4. Каç кỹлĕм 6 градус таран сивĕтет, çулсем пăрлак. Халĕ Шупашкарта 1 градус ăшă.

11 класс

1. … Украинăри партнерсем пире газ илни çинчен тỹрремĕнех куçран каларĕç…

2. РСФСР Совнаркомĕпе ВЦИК Чăваш автономи облаçĕ туса хуни çинчен постановлени йышăннă хыççăн Эльмене ревком председательне суйлаççĕ.

3.  ­ Эсир, эппин, ункăна çакланса юлтăр пулать ĕнтĕ, ­ терĕ тепĕр кунне ман атте пирĕн пата ăнсăртран килсе кĕнисене.

4. Паян республикăра 7­8, Шупашкарта 6­8 градус сивĕ пулать, çулсем пăрлак. Халĕ Шупашкарта 9 градус сивĕ.

 

5 - 8 ĕçсем

9 класс

5. «Чăваш халăхне» халал çырăвне И.Я.Яковлев хăçан тата хăш хулара çырнă?

6. «Эсĕ пирĕн картари ăмăрт кайăк», ­ тесе Николай Бестужев декабрист кам çинчен каланă?

7. «Кĕнекесем маншăн Турă пекехчĕ, сас паллисем вара – ылтăнран хаклăччĕ. Хут пĕлнине пуринчен мала хураттăмччĕ», ­ тесе çырнă пĕр писатель автобиографиллĕ очеркĕнче. Очерк авторĕ кам?

8. Митта Ваçлейĕн «Анатри юрă» сăввинче тĕл пулакан ваттисен сăмахĕсене аса илсе çырăр.

10 класс

5. Гурий Комиссаровăн «Авлану» хайлавĕн жанрне тата унра сăнланă сăнарсене кăтартăр.

6. Хайлав авторне, ятне, виçине тата рифмине калăр.

Лăпкă халăх – пултăр паттăр.

Вăл йăваш – йăвашлăх çĕттĕр.

Чун кăвар çунатлăн вĕçтĕр

Кив çĕртен çĕн çул çине.

7. К.В.Ивановăн пĕр хайлавĕнче ашшĕ хăйĕн хĕрне: «Санра пархатар сахал, Эсĕ манăн хĕрĕм мар!» ­ тесе хурлантарать. Хайлав ятне тата унăн жанр тĕсне палăртăр.

8. Хумма Çеменĕн «Станцăра» калавĕнчи ĕç-пуç мĕнле ятлă станцире пулса иртнине тата хайлав ячĕн тĕп пĕлтерĕшне ăнлантарса парăр.

 

11 класс

5. Вăхăтсăр çĕре кĕнĕ пĕр чăваш поэтне халалласа Петĕр Хусанкай статья çырнă. Унта автор: «… Асаплă пулчĕ унăн пурнăçĕ… пĕтĕм чăваш кун-çулне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлчĕ», ­ тенĕ. Статьяра сăмах хăш çыравçă пирки пырать?  Унăн паспортри ятне, ашшĕ ятне тата хушаматне çырăр.

6. А.С.Артемьев чăваш литературинче истори темипе роман çырнă. Романăн 1-мĕш томĕпе (кĕнекипе) 2-мĕш томĕн (кĕнекин) ячĕсене калăр.

7. Стихван Шавли поэт «Çăпата поэминче» граждан вăрçи хыççăн 15 çул иртсен Сиваш кỹллинче паттăр салтак ỹтне тупни çинчен çырать. Çав салтак çинчен мĕн пĕлнине калăр:

1) хăш халăх çынни пулнă вăл?

2) çав салтакăн паспортри ячĕпе хушамачĕ мĕнле?

3) салтак ỹчĕ мĕншĕн çĕрмен?

8. Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романĕнчи «Кантюк кĕреки» сыпăкра сăнласа кăтартнă Кантюк хăнисен ячĕсене калăр.

9 ĕç

9 ­ 11 классем

9. 100 çулхи историйĕнче «Хыпар» хаçат тĕрлĕ ятпа тухса тăнă. Çак ятсене хăйсен историри йĕркипе çырса парăр.

10 ĕç

9 класс

10. Доска çинчи предложение вуласа тухăр та -лăх(-лĕх) аффикс хăш-хăш сăмахсем çумне хушăннине кăтартăр.

Вĕсем ыттисенчен пур енĕпе те – илĕртỹллĕ те хăйне евĕрлĕ сассипе, унпа пĕлсе усă кураслăхпа, ырăсене суйласа илеслĕхпе, сцена çинче хăйсене тытаслăхпа – уйрăлса тăраççĕ.

10 ĕç

10  ­11 классем

10. Чăваш Республикин Гимнĕн 1-мĕш строфине аса илсе çырса хурăр та унăн орфографийĕпе пунктуацийĕн уйрăмлăхĕсене ăнлантарăр.

 

Вырăс шкулĕ

 

9 класс

            1. Послушайте текст и отметьте: это было в тексте (+), этого не было в тексте (-).

            2. Дайте другое название прослушанному тексту.

            3. Прочитайте текст. Напишите его, как рассказ о Саше.

            Пирĕн пỹрт умĕнче виçĕ хурăн ỹсет. Вĕсене атте хăй çамрăк чух лартнă. Çуркунне йывăçсем çулçă сараççĕ, тавралăха илем кỹреççĕ.

            Пĕррехинче эпĕ сăнасарах пăхрăм та тĕлĕнсех кайрăм: хурăнсен шурă яштака вуллисем хĕреле-хĕреле кайнă.

            Çакăн çинчен эпĕ аттене каласа патăм.

            4. Спишите стишок, вставляя подходящие по смыслу имена прилагательные.

                                    … вăрман варринче,

                                   … хурăн тăрринче,

                                   … куккук авăтать,

                                   … телей пире сунать.

            5. Используя аффиксы, замените каждое словосочетание одним словом. Слово переведите.

            Çăка вăрманĕ, çамрăк вăхăт, пулă тытакан, сиплекен çын, çĕвĕ çĕлекен, сунара çỹрекен, хăракан çын, сăвă çыракан.

            6. Напишите словосочетания, раскрывая скобки.

            Йыхрав (хут), чăваш (çын), халăх (юрă), сăвă (кĕнеке), анне (сăмах), çумăр (пĕлĕт), кỹршĕ (йытă), юрă (кĕвĕ).

            7. Спишите, вставляя слова в скобках в нужной форме.

            - Аннеçĕм, (урам) тухма юрать-и? – ыйтать Аркаш (анне).

            - Çак хура хăлхапа-и?

            - Мĕншĕн (хура хăлха) вара? Эпĕ (Петĕр Мишши) туслă (пулнă) халĕ те (пĕл)-им эсĕ?

            8. Представьте, что скоро у твоего друга (подруги) день рождения. Напишите на чувашском языке текст поздравления.

            9. Подберите имена существительные к зависимому слову сарă.

            10. Депутат Евгений Слепов юридическую программу Чувашского радио «Важный вопрос» начинает словами: «Ырă кун, хаклă тусăмсем! Здравствуйте, дорогие друзья!» Докажите, что в речи Е.Слепова есть ошибка.

 

10 класс

            Условия заданий № 1 и № 2 одинаковы с заданиями 9 класса, но материал другой.

            3. Продолжайте цепочку, подбирая глаголы в начальной форме.

            Пăх – хуп – пĕл

            4. Найдите чувашские соответствия.

            Пальчики оближешь, переливать из пустого в порожнее, выведенного яйца не стоит, переводить дух.

5. На что похож, по мнению героя произведения М.Федорова «Леший», ствол березы?

            6. Используя строки из поэмы «Нарспи», ответьте, что судьба дала Сетнеру?

            7. Прочитайте текст. Ответьте, кто и в разговоре с кем произносит эти слова? Из какого произведения взят этот отрывок? Напишите, к какому жанру относится  произведение и кто его автор?

            Жить хочется! Греться под горячими лучами солнца, любоваться чудной природой! Слушать, как поют земля, небо, леса, реки.

            8. Скажите, в каком стихотворении Михаила Сеспеля не звучит христианская лексика?

            1) «Воистину воскрес», 2) «Голодный псалом». 3) «Или! Или! Лима савахвани!», 4) «Стальная вера».

            9. Напишите на чувашском языке текст памятки-призыва по охране окружающей среды.

            10. См. задание № 10 9 класса.

 

11 класс

            Условия заданий № 1 и № 2 одинаковы с заданиями 9 класса, но материал другой.

            3. Прочитайте текст. Напишите его правильно.

            Пирĕн бабушка (анне амăшĕ) ватă: скоро çитмĕл çул тултарать. Эпир ăна хамăр пата хулана килсе пурăнма приглашать тăватпăр, но бабушка ни в какую. Если так подумать, то тĕрĕс тăвать вăл. Действительно, папăпа мама с утра до вечера ĕçре, эпир – шкулта. Ăçтан целый день никампа та общаться тумасăр, ним ĕç тумасăр пурăнтăр вăл? Подумали-подумали, вара пока ялтах пурăнтăр терĕмĕр. Звонить тусах тăратпăр. Хăй те письмо çырсах тăрать. Паян та акă письмо илтĕмĕр. Бабушка çырать, что сывлăх ничего тесе.

            4. Какие именные словосочетания с главным словом хĕр можно использовать для описания красивой девушки?

            5. Из какого произведения взята пословица? Определите жанр произведения, назовите его автора.

            Çутă куна укçа парса илме çук.

            6. Кто стоял у истоков чувашского сонета? Имя, отчество, фамилию и псевдоним автора пишите без сокращения.

7. Назовите автора (имя и фамилию) и произведение, заканчивающееся словами: «Я жду, когда выпечется кусок хлеба».

            8. Завершите строку из произведения. Скажите, как оно называется и кто автор?                             Силу к старости сдаешь

                                               Год от года понемножку

                                               И становишься похож

                                               На………………………..... .

            9. К какому литературному течению относится проза Ю. Скворцова?

            10 См. задание № 10 9 класса.

Кăтартнă ыйтусене хуравласа ачасем хăйсен пĕлĕвĕ, тавра курăмĕ, пултарулăхĕ мĕнле шайра пулнине кăтартса пачĕç.

 

Хуравсем çинчен

 

Пĕрремĕш цифрăпа ыйту номерне, иккĕмĕшĕпе чăн пухнă балл шутне, виççĕмĕш цифрăпа (скобкăра) мĕн чухлĕ балл пухма май пуррине палăртас   пулсан – чăваш шкулĕнче вĕренекенсен вăтам кăтартăвĕсем çакнашкал   курăнаççĕ:

 9 класс -  1 – 2,9 (6,0); 2 –0,8 (6,0); 3 – 3,0 (6,0); 4 – 3,5 (10,0); 5 – 2,2 (4,0); 6 – 0,7 (2,0); 7 – 0,0 (2,0); 8 – 1,3 (6,0); 9 – 2,9 (10,0); 10 – 14,8 (15,0);

10 класс -  1 – 1,3 (6,0); 2 – 0,6 (6,0); 3 – 2,8 (6,0); 4 – 1,5 (10,0); 5 – 2,0 (9,0); 6 – 3,3 (8,0); 7 – 2,6 (6,0); 8 – 1,2 (4,0); 9 – 5,6 (10,0); 10 – 9,7 (20,0);

11 класс – 1 –0,8 (6,0); 2 – 0,4 (6,0); 3 – 1,7 (6,0); 4 – 0,1 (10,0); 5 – 0,8 (4,0); 6 – 0,8 (4,0); 7 – 2,2 (6,0); 8 – 2,8 (5,0); 9 – 5,4 (10,0); 10 – 6,8 (20,0).

Пире 9-мĕш класс ачисенчен чылайăшĕ -лăх(-лĕх) аффикс харăс темиçе сăмах çумне хушăннине асăрхама пултарни хавхалантарать, мĕншĕн тесен хальлĕхе, шкулта, ку аффикс уйрăм сăмах çумне кăна хушăнать тесе вĕрентетпĕр. Чăваш Республикин Гимнĕпе çыхăннă ыйтăва та чылай ача (уйрăмах 10-мĕш класс) чухлать иккен ­  пичетри йăнăшсем хыççăн каймасть. Гимнăн пирвайхи строфинче икĕ хутсĕр предложенирен тăракан пăхăнуллă пай  харăс виçĕ хутсăр предложение (чун савăнать, чĕре сикет, çĕр-шывăм çинчен юрлас килет) ăнлантарать. Ун пек чухне, правило тăрăх, пăхăнуллă пай  (Çурхи тĕнче вăраннă чух, хаваслă кун шăраннă чух) хыççăн запятой лартмалла. Мăшăр сăмах пулнă пирки çĕр-шывăм (дефиспа) çырас пулать.  

Мĕн тесен те, ачасене чăваш сăмахĕсене чăвашла, вырăс чĕлхинчен çыру урлă кĕнĕ сăмахсене вырăсла çырма хăнăхтараймастпăр-ха, ахальлĕн к сас паллиллĕ Ялкир псевдонимра Ялгир (г лартса), Элмен сăмахра çемçелĕх палли (ь) лартса (Эльмен) çырни йăнăш иккенне асăрхакансем сахал пулмĕччĕç. Ку ятсене Элкер, Илпек ятсемпе танлаштаракан ­ йăнăшсене тỹрех курать, çырнă чух хăй те пăтраштармасть.

Пуплевпе грамматика йăнăшĕсене ачасем аслă класа куçнăçемĕн туйми пулса пыраççĕ иккен. Ку – пăшăрхантаракан пулăм. Вăл, пирĕн шухăшпа, 10 ­11 классенче чăваш чĕлхи вĕрентменнинчен, ачасем тĕрлĕ йăнăшран пуян вулав кĕнекисемпе хаçат-журнал  витĕмне кĕрсе ỹкнинчен килет пулас. Тепĕр сăлтав вăл – чăваш чĕлхипе тата литературăпа 11 класра 2004 çулта патшалăх аттестацине пăрахăçлани пуль. Пĕр пĕтĕм патшалăх экзаменĕ çукки те ачасене питĕ хавшатрĕ курăнать.

Ачасем чĕлхе йăнăшне тỹрех тупас тесен сăмаха пĕр ретре тăракан ытти сăмахпа е сăмахсемпе  танлаштармалла кăна пулнă. Тĕслĕхрен,  ум сăмах тум, тăм, тăн, тĕн сăмахсемпе пĕр евĕрлĕ вĕçленет. Ку сăмахсене пару падежĕнче юлашки хупă сасă çумне унăн йĕкрешне хушмасăрах (вăрăмлатмасăрах) калатпăр: тума, тăма, тăна, тĕне. Апла пулсан – ум сăмаха та пару падежĕнче ума темелле. Умма тени – йăнăш. Тỹрĕ сăмахпа юнашар сивĕ, типĕ, ăшă йышши сăмахсем тăраççĕ. Вĕсем çумне -ăн (-ĕн) аффикс хушăннă чухне сăмах тĕпĕнчи юлашки хупă сасă каллех вăрăмланать: сиввĕн, типпĕн, ăшшăн. Ку формăсене пăхса, тĕрĕссипе, тỹррĕн темелле.  Тивĕçлĕ аффикс (-ем) хушас пулсан тỹрем  япала ячĕ пулать. Мăнак (мăн ак) тени калаçура сарăлнă. Литература чĕлхинче мăн акка теме йышăннă. Каччă, ункă  сăмахсем вуннă, улттă, вăрçă, пăчкă сăмахсемпе пĕр ретре тăраççĕ. Çавăнпа пару падежĕнче качча, унка теççĕ. Танлаштарăр: вунна, ултта, вăрçа, пăчка.  Ăнăçу сире! предложени вырăс чĕлхин  витĕмĕпе пулнă грамматика йăнăшĕ. Сунăм пурине чăвашсем пул глагола хушу наклоненийĕн формине йышăнтарса калаççĕ: Ăнăçу пултăр сире!  Пуласси çинчен пĕлтерсе Каç кỹлĕм сивĕтет е Паян республикăра 7-8, Шупашкарта 6-8 градус пулать тенĕ çĕртех çулсем пăрлак тесе хушса хуни те грамматика йăнăшех. Çулсем пăрлакланаççĕ тени тĕрĕс. Похолодание, мороз япала ячĕсене сăпатлă глагол ушкăнĕпе куçарса çанталăк тĕпчевçисем тĕрĕсех тунă ­ гололедица, мороз япала ячĕсене  куçарма  глагол ушкăнĕсем пуррине маннă. Радиора каякан йăнăша ачасем контекста вуласах чухлама тивĕç.

  Литературăна илес тĕк – кунта та ачасен пĕлĕвĕ класран класа чакса пыни палăрать.. Олимпиадăра, тĕрĕссипе, программăна кĕртнĕ материал кăна пулчĕ. «Хыпар» хаçат историне  урокра вĕренсен те вĕренмесен те пĕлмелле, мĕншĕн тесен эпир пурте хаçатăн юбилейне палăртнă вăхăтра пурăнатпăр. Пире, уйрăмах, 11 классем 5-мĕш ыйтăва хуравланă май  Митта Ваçлейĕ вырăнне Çеçпĕл Мишшине, Константин Иванова аса илни канăçсăрлантарать. «Чăваш халăхне» халал çырăвне И.Я.Яковлев 1921 çулта Чĕмпĕрте çырнине асра тытмаллах çамрăк çыннăн. «Кĕнекесем маншăн Турă пекехчĕ, сас паллисем    вара – ылтăнран хаклăччĕ. Хут пĕлнине пуринчен мала хураттăмччĕ», ­ тесе С.М.Михайлов çырнă. Митта Ваçлейĕн «Анатри юрă» сăввинче  ваттисен сăмахĕсем пурĕ виççĕ: Этем, этеме ан пул ытлашши; Нумай та пĕтет, сахал та çитет; Пурри вăл – пĕрле,  çукки – çурмалла. Гурий Комиссаровăн «Авлану» хайлавĕ ­ драма. Унта çак сăнарсем пур: Антун, Натюк, Ваçĕли, Павăл, Евкен, Татьян, Купис, Петрушка Иванĕ. 10 класăн 6-мĕш ыйтăвĕнче  сăмах Çеçпĕл Мишшин «Тинĕсе» сăвви пирки пырать.  Ăна хорей виçипе çырнă. Рифми ­ çавра рифма. 7-мĕш ĕçре К.Ивановăн «Икĕ хĕр» юмахне аса илмелле. Хума Çеменĕн «Станцăра» клавĕнче сăнланă станци вăл ­ Тĕрлемес станцийĕ. Хайлав ячĕ символ пĕлтерĕшлĕ:  1) станци вăл – çĕнĕ пурнăç пуçламăшĕ, 2) станци – пĕр пурнăçран (çĕртен) тепĕр пурнăçа (çĕре) куçмалли вырăн, чикĕ 3) станци – пĕр-пĕриншĕн ют икĕ тĕнче вăхăтлăха тĕл пулнă вырăн. 11 классен  ыйтусене тĕрĕс хуравлас тесен Митта Ваçлейне  аса илмелле (5-мĕш ыйту). А.Артемьевăн истори темипе çырнă романĕн 1-мĕш кĕнеки «Хунавлах хăрнисем» ятпа, 2-мĕшĕ «Тăвăл умĕн» ятпа тухнă. Стихван Шавлин «Çăпата» поэминче Прохор (Праххур) Иванов чăваш çинчен çырнă. Вилнĕ салтак ỹчĕ Сиваш шывĕ тăварлă пулнăран çĕрмен. Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романĕнчи «Кантюк кĕреки» сыпăкра сăнласа кăтартнă хăна ĕçкинче ял старости Элюкка, Çтаппан Иванч (землемер), Мăххит (палевуй), Усалук (ялти иккĕмĕш пуян), Шерккей (романта сăнланă тĕп герой) пулнă.

Литература урокĕсенче тимлĕ вĕреннĕ материал тăрăх хуравласси нимле йывăрлăх та кăларса тăратмалла мар. Чĕлхепе вара, чăнах та, пайтах ыйтăва çийĕнчех  хурав тупма май та çук, мĕншĕн тесен Турă пани, калаçăва хăйне майлă тăнлама пĕлни кирлĕ. Орфографипе пунктуацие алла илес тесен – вĕренекенĕн хăйĕн тăрăшас пулать паллах.

 Панă ыйтусенчен чылайăшне тĕрĕс хуравласан – пĕр-ик-виç йăнăшшăн, туллин ăнлантарманшăн каçарма та юрать (олимпиадăра ыйтусем çăмăл пулмалла мар-çке), çапах та пирĕн ачасем олипиада  шайĕнче хуравлаймарĕç. Кăтартусене лайăхлатассишĕнех ыйтусене ансатлатма юрамасть пирĕн, атту нуль патне те персе ỹкĕпĕр.

Вырăс шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕренекенсен кăтартăвĕсем акă мĕнлерех:

 9 класс – 1 – 9,1 (10,0); 2 – 1,5 (2,0); 3 – 3,3 (5,0); 4 – 6,4 (8,0); 5. – 12,7 (16,0); 6 – 6,1 (8,0); 7 – 4,6 (6,0); 8 – 7,3 (10,0); 9 – 4,7 (5,0); 10 – 2,1 (20,0);

10 класс – 1 – 4,5 (10,0); 2 – 1,7 (2,0); 3 – 4,8 (5,0); 4 – 4,0 (8,0); - 5 – 0,5 (2,0);  6 – 4,0 (8,0); 7 - 0,8 (5,0); 8 – 0,6 (1,0); 9 - 6,7 (10,0); 10 – 10,6 (20,0);

11 класс – 1 – 8,0 (10,0); 2 – 1,1 (2,0); 3 – 7,3 (10,0); 4 – 10,0 (10,0); 5 – 0,9 (6,0); 6 – 0,4 (4,0); 7 – 2,0 (4,0); 8 – 2,8 (9,0); 9 – 1,1 (3,0); 10 – 2,9 (20,0).

Вырăс шкулĕнче вĕренекенсен чĕлхепе пĕлỹ шайĕ çỹлте пулни курăнать. Уйрăмах пире ачасем чăваш пуплевне лайăх ăнланни савăнтарчĕ. Ытти ыйтусене те – чăваш сăмахĕсен тытăмĕпе, морфологийĕпе тата синтаксисĕпе     çыхăннисене ­ пурне те тенĕ пек чылайăшĕ тĕрĕс уçса панă. Пĕртен-пĕр пысăк çитменлĕх вăл – Ырă кун пултăр! тесе (глаголпа) калас вырăнне Ырă кун! (глаголсăр) предложение сивлекенсем сахал пулни. Кун пирки шухăшламалла пирĕн. Тен, эпир, учительсем, хамăр тимлесех çитерейместпĕр пулĕ? Вырăс чĕлхин витĕмĕпе пулакан грамматика йăнăшне хамăр та тăватпăр курăнать. Пичетпе радиора тата телевиденире йăнăш яни пирĕн те çапла калаçма юрать тенине пĕлтермест-çке.

  Хăнăхтарусене мĕнле çырнине малалла пайăррăн пăхса тухăпăр.

 9 класăн 3-мĕш ĕçĕ урăхлату (трансформаци)  йышшисенчен. Ку ĕçпе 5 балтан вăтамран 3,3 балл пухнă. Ку – лайăх кăтарту. Йăнăшсем камăнлăх формин аффиксĕсене пăтраштарнипе çыхăннă. 4-мĕш ĕçре сăвă содержанийĕпе килĕшỹллĕ паллă ячĕсем 29 ачаран 12-шĕ чи  нумай балл пуçтарнă. Ĕçе туман ача пĕрре кăна. 5-мĕш ĕç тĕллевĕ ­ ачасем сăмах тума пултарнине тĕрĕслесси. Хăнăхтару ачасем сăмах тăвакан аффикссене аван пĕлнине кăтартрĕ. 6-мĕш ĕçре 9 класс ачисем 3-мĕш сăпат аффиксĕн варианчĕсене лайăх уйăрнине, вĕсене тĕрĕс çырнине кăтартса пачĕ. Ачасем падежпа тĕрлĕ сăпат аффиксĕсене те лайăх чухлаççĕ иккен (7-мĕш ĕç). 8-мĕш ĕç çыхăнуллă пуплев мĕнле иккенне пĕлме май пачĕ. Салам сăмахĕсене ачасем пĕтĕм чĕререн çырнă та, вулама та кăмăллă пулчĕ. Орфографипе пунктуаци йăнăшĕсем чылайччĕ, çапах та пултаруллă ачасемпе уйрăммăн ĕçлесен – хула ачисенчен те  чăвашла çыракан писательсемпе поэтсем, журналистсем тухасса шанас килет. 9-мĕш ĕç – чи лайăх тунă ĕç. Вăл ачасен сăмах çỹпçи пуян  иккенне çирĕплетсе пачĕ.

10 класăн 1-мĕшпе 2-мĕш ĕçĕсем 9 класăнни пекех. 3-мĕш ĕçре сăмах ярăмне тăсса каймалла. 2-мĕшпе 3-мĕш ĕçсем чи лайăх тунисем шутне кĕреççĕ. Ку ỹсĕмри ачасен те аудировани лайăх аталаннă, сăмах йышĕ пысăк. Çыхăнуллă пуплев те тивĕçлĕ шайра тăрать. 10-мĕш ĕçе тăвакансем кунта 9 класринчен нумайрах.  Литература ыйтăвĕсене (5, 7, 9-мĕш ĕçсем) чи начар тунă.

11 классем, 9 тата 10 классем пекех, чĕлхе ыйтăвĕсене лайăх хуравланă. Литературăпа вара пĕлỹ шайĕ çителĕксĕр теме те юрать пулĕ.

Уçăмлăх кĕртес тесе  литература   хуравĕсене каласа тухар.

10 класс

5. На оглобли.

6. 1)  коня быстроногого; 2) сердце, полное благородного огня; 3) две руки могучих; 4) злость жгучую.

 7. Нина Александровна, дочь помещицы. В разговоре с мамой Глинской Варварой Кирилловной. Пьеса «Дар Пугачева». Автор – Иоаким Максимов-Кошкинский.

8. «Стальная вера».

11 класс

5. Николай Ильбек. «Черный хлеб». Роман.

6. Петр Петрович Хузангай. Фамилия – Казанков.

7. Ева Лисина. «Кусок хлеба».

8. (На) печеную картошку.

9. К символизму.

 Çапла вара, чĕлхепе кăтартусем кашни класрах лайăх. Çакă вырăс шкулĕн чăваш чĕлхи методикипе ĕçлекенсене сăлтавсăр ятлаçни-вăрăçнине çирĕплетет. Кĕнекесене хурлани те вырăнлă мар апла. Вĕрентме те пултаратпăр эппин эпир. Çакна кăçалхи олимпиада результачĕсене  пĕлтĕрхисемпе танлаштарни те кăтартать. Скептиксем, тен, шкулсем олимпиадăна чăвашла лайăх пĕлекенсене кăна яраççĕ, çавăнпа кăна çĕнтереççĕ теме пăхĕç. Ку вара – начар-им? Ачасене тăван чĕлхепе интереслентерсе яма пултарни, чĕлхене пĕлес, тĕпчес туйăм çуратни мĕне тăрать?!

 Литература пĕлĕвĕсем чĕлхепе танлаштарсан, чăнах та, начартарах. Çавăнпа шухăшламалăх сăлтав пур. Чăваш литературине куçару тăрăх вулаттарса илемлĕхе  вĕрентме çук пуль.

Республика тулашĕнчи чăваш шкулĕнчен килнĕ ачасем вара  литература ыйтăвĕсене чĕлхе ыйтăвĕсенчен лайăхрах хуравланă, çапах пĕтĕм пĕлỹ шайĕ чылай аялта тăрать. Акă 9 классем 4, 6, 7, 8 тата 9-мĕш ĕçсене пачах хуравламан. 10 класăн 4-мĕш ĕçĕнче «нуль» паллă тăрать, 11-мĕшсен ­ 1-мĕшпе 4-мĕш ĕçре. Пур ĕçе те тăвакан  никам та пулмарĕ темелле.

Чăваш шкулĕн программипе вĕреннисен хуравĕсем мĕнле шайра пулнине балсене танлаштарса пĕлме пулать:

9 класс – 1 ­ 3.0 (6,0); 2 – 1,0 (6,0); 3 – 3,0 (6,0); 4 ­ 0,0 (10,0); 5 ­ 1,3 (4,0); 6 ­ 0,0 (2,0); 7 ­ 0,0 (2); 8 ­ 0,0 (6,0); 9 ­ 0,0 (5,0);

10 класс ­ 1 ­ 0,5 (6,0); 2 ­ 3,0 (6,0); 3 ­ 3,0 (6,0); 4 ­ 0,0 (10,0); 5 ­ 5,0 (9,0); 6 ­ 5,0 (8,0); 7 ­ 4,5 (6,0); 8 ­ 3,0 (4,0); 9 ­ 6,0 (10);

11 класс ­ 1 ­ 0,0 (6,0); 2 ­ 2,0 (6,0); 3 ­ 4,0 (6,0); 4 ­ 0,0 (10,0); 5 – 1,1 (4,0); 6 ­ 2,0 (4,0); 7 ­ 4,6 (6,)); 8 ­ 4,0 (5,0); 9 ­ 3,3 (10).

Тулай вырăс шкулĕсенчен килнĕ ачасем нумай марччĕ. Çавăнпа ятарлă таблица тумалăх сăлтав çук. Апла пулин те пирĕн тулай вырăс шкулĕнчен килнĕ ачасем литературăна пирĕн вырăс шкулĕнче вĕренекенсенчен лайăхрах пĕлнине палăртас килет.

Юлашкинчен акă мĕн каламалла.

Чăваш шкулĕнче тăван чĕлхе тытăмне хăйне кăна вĕрентни ачасене, чăннипе, тĕрĕс калаçма, çырма хăнăхтарса çитереймест. Ачасем пуплев факчĕсене чĕлхе урокĕнче паллашнă нормăсемпе танлаштарма хăнăхса çитеймеççĕ, çавăнпа пичетре, радиопа телевиденире тата яланхи калаçура пурте йĕркеллĕ пуль тесе пурăнаççĕ.  Кашни ачана пуплеве, çырăва тимлеме, йăнăшсене асăрхама пулăшас пулать. Уроксенче нормăна пăхăннă тĕслĕхсене кăна мар, йăнăшлă предложенисене те тишкерес пулать. Кирлĕ материал пур çĕрте те тупăнать – сочиненисемпе изложенисенче те, хаçат-журнал страницисенче те, радиопа телевиденире те, яланхи калаçура та. Тĕслĕхсем пухса хăнăхтару пуххи кăларма вăхăт çитрĕ курăнать.

Вырăс шкулне илес тĕк – кунта ачасем чăвашла пуплеве ăнланмалăх вĕренсе çитеççĕ теме юрать. Малашне шкулта,  пирĕн, ачасене ирĕклĕ калаçăва хутшăнма хистекен ĕçсем тăвас пулать. Ку енĕпе пĕтĕм шкул, ашшĕ-амăшĕ чăвашла калаçмалли кунсем, эрнесем тата уйăхлăхсем усăллă пуласса ĕненетпĕр.

 

 

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика