Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Положени

 Приложение № 1

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен регионсен шайĕнчи

 «Тăван чĕлхепе литературăн вăрттăнлăхĕсем»  «Загадки родного

 языка и литературы» интернет конкурс

положенийĕ

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедри 2019 çулхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Тăван чĕлхепе литературăн вăрттăнлăхĕсем» интернет конкурс ирттерет.

Интернет конкурса Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен учительсем хутшăнаççĕ.

2. Интернет конкурс тĕллевĕсемпе задачисем

– чăваш чĕлхипе литературине тата вĕсене вĕрентмелли методикăна ăста пĕлекенсене тупса палăртасси,

– интернет технологийĕсемпе вĕренÿ ĕçĕнче усă курас хăнăхăва малалла аталантарасси.    

3. Интернет конкурса ирттермелли йĕрке

Интернет конкурса хутшăнакансен 2019 çулхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче 13 сехет те 30 минутра https://goo.gl/forms/WSnIUFRWSyvnuL7X2   адреспа кĕрсе регистрациленмелле те тÿрех конкурс ыйтăвĕсене хуравламалла.

Ыйтусене хуравлама  60 минут уйăрнă. Конкурс ыйтăвĕсене чăваш шрифчĕпе усă курса хуравлăр. Район (хула), шкул ячĕсене тĕслĕхре кăтартнă пек çырăр.

Электрон почти урлă хуравсене йышăнмаççĕ, пăхса та тухмаççĕ.

Интернет конкурса  укçалла ирттерме палăртнă. 

Конкурса  хутшăнас текенсен Раççей Сбербанк уйрăмĕсенче 300 тенкĕ тÿлемелле пулать. Тÿлени çинчен калакан квитанци копине нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕччен chrio11@cap.ruадреспа ярса памалла. Тÿллеменнисен ĕçĕсене пăхса тухмаççĕ.

4. Çĕнтерÿçĕсене палăртни тата чыслани

Интернет конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн дипломĕсемпе чыслаççĕ. Çавăн пекех, конкурса хутшăнакан кашни вĕрентекене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сертификатне  параççĕ.

5. Çыхăну адресĕ

Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:

428001 Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 204-мĕш кабинет.

Кирлĕ информацие chrio.cap.ru сайтра тупма пулать.

Тел/факс – 8 (8352) 58-47-19; 89050293941;  E-mail: chrio11@cap.ru

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика