Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Килти вулав кĕнеки: 7-мĕш класс валли / Н.Г.Иванова пухса-çырса хатĕрленĕ

Килти вулав кĕнеки: 7-мĕш класс валли / Н.Г.Иванова пухса-çырса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2008. – 272 с.

Кĕнекене чăваш литератури стандартне, минимумне, программине пăхăнса çырнă. Тĕп вĕренÿ кĕнеки çумне хушса кăларнă килти вулав кĕнекинче кĕнеке вулама юратакан – тĕп сăнар. Вăл 7 класс ачипе калаçăва хутшăнать. Илемлĕ хайлавсене тематика тăрăх вырнаçтарнă. Вуласа тухнă хайлавсем хыççăн панă ыйтусемпе ĕçсене виçĕ ушкăна пайланă. Кунта ● – йывăр ĕç; ■ – кăткăс ĕç, ăна кăмăл тăвакансем çеç пурнăçлаççĕ; ? – шырав тата пултару ĕçĕ. Ачасене вĕренÿри тата ÿсĕмри шайне шута илсе илемлĕ хайлавсене тишкерме тĕрлĕ ĕçсем хушнă, вĕсем шутне çаксем кĕреççĕ: хайлавпа куçа-куçăн; вуланă хайлав тăрăх хăв тĕллĕн шухăшла; çырса пăх; спектакль лартма; библиотекăна чĕнетпĕр. Кĕнекере сочинени çырма чăваш художникĕсен картина репродукцийĕсемпе слайд валли хатĕрленĕ ÿкерчĕксене сĕннĕ. Çавăн пекех кĕнекере 7 класс ачи валли «Электронлă вĕренÿ хатĕрĕсем» тема кĕртнĕ, унта чăваш литературипе хатĕр электронлă хайлавсен списокне тата интернет урлă материал пухма кирлĕ сайт ячĕсене панă.

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика