Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Кульева А.Р. Пуçламăш классенче тăван чĕлхене вĕрентнĕ чух компьютер технологийĕсемпе усă курасси (статья «Халăх шкулĕ» журналăн 2008 çулхи 2-мĕш номерĕнче пичетленнĕ)

Юлашки вăхăтра информаципе коммуникаци технологийĕсем çиçĕмле хăвăртлăхпа пирĕн пурнăçа, вăл шутра ачасене ăс парас, вĕрентес ĕçе те пырса кĕчĕç. Пĕр пилĕк çул каярах çак пулăмпа пур учитель те килĕшеймерĕ, хăш-пĕринчен çапла каланине те илтме пулатчĕ:«Эпир ĕмĕр тăршшĕпех доска çине пурăпа çырсах ачасене аслă шкула укçасăр вĕренме кĕмелĕх пĕлÿ панă». Паянхи кун лару-тăру сисĕнмеллех улшăнчĕ. Шкулсене тĕрлĕ программăсемпе пынă тата грантсемпе илнĕ компьютерсен шучĕ те пахалăха куçрĕ-тĕр. Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви ирттерекен вĕрентекенсен аттестацийĕ вăхăтĕнче пуринчен те çак техникăна алла илнине хаклани те пысăк усă пачĕ пулас. Ĕçсем ырă еннелле хальтерех районсенче йĕркеленĕ «Информаципе коммуникаци технологийĕсемпе усă курса ирттернĕ чи лайăх урок» конкурс результачĕсем те сăнласа параççĕ.

Муркаш районĕнче пĕлтĕр çак конкурсра кĕçĕн классенче ĕçлекенсем хушшинче Турайри вăтам шкулти ĕçлекен О.М. Петрова çĕнтернĕ. Муркашри вĕренÿ управленийĕн информаципе методика центрĕн ертÿçи И.А. Ершова палăртнă тăрăх, Оксана Модестовна çут çанталăк урокĕнче Интернетран илнĕ слайдсене чăвашла куçарса тухăçлăн усă курнă: çĕнĕ материалпа паллаштарнă чухне те, малтан вĕреннине çирĕплетнĕ чух та. Урока хаклакансем çавăн пекех учитель методикăна питĕ лайăх пĕлнине калаççĕ. Ку шкулта вăй хуракан информатика учителĕ Юрий Николаевич Ершов учительсемпе таччăн ĕçленине те каласа хăварар. Сăмах май, октябрь уйăхĕнче О.М. Петрова ирттернĕ чăваш чĕлхи урокĕнче хамăн та пулма тÿр килчĕ. «Вырăс чĕлхинчен çыру урлă йышăннă сăмахсенгче б, г, д, ж, з сас паллисем çырасси» темăна вĕрентме маларах асăннă икĕ учитель ятарлă программа çырса хатĕрленĕ. Компьютерпа ĕçлени вĕренÿ ĕçне илĕртÿлĕх кÿчĕ, ачан пĕлĕвне те хаклама пулăшрĕ.

Хĕрлĕ Чутай районĕнче кĕçĕн классенче вĕрентекенсен ĕçне нумай çул хушши йĕркелесе пынă Алевтина Николаевна Савельева ИКТпа тăван чĕлхе урокĕсенче А.И. Скворцова. (Тури Çĕрпÿкассинчи тулли мар вăтам шкул), Г.Г. Кукушкина (Мăн Этменти вăтам шкул), Т.Я. Хохлова (Питĕркассинчи вăтам шкул) тухăçлă усă курнине палăртать.

Элĕкри вăтам шкул учителĕсене те ырăпа асăнмалла. Чашкова Тамара Георгиевна пуçарнипе кашни класс валлиех тулли ЦОР-база хатĕрленĕ. Чăваш чĕлхипе, литература вулавĕпе вара кунти учительсем республикăри мĕн пур шкул умне кăлармалăх ĕçсем те тума пултарчĕç. Т.Г. Чашкова, В.М. Путеров, М.М. Леонтьева тăрăшнипе «Чăваш букварĕпе пĕрле усă курма хатĕрленĕ хушма вĕренÿ пособийĕ» Чăваш республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин наукăпа методика совечĕ витĕр тухнă, ăна шкулсенче усă курма сĕннĕ. Ф.Н.Иванова тата Н.Л. Иванова чăваш чĕлхи урокĕсенче ИКТпа епле усă курасси пирки çырнă статья кĕçех «Халăх шкулĕ» журналта кун çути курĕ.

Сĕнтĕрвăрри районĕнче Шуршăлти вăтам шкулта ĕçлекенсем те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Кашни çулах кунта кĕçĕн классенче ĕçлекенсем Пушкăрт, Тутар республикисенчен, Чĕмпĕр, Самар облаçĕсенчен килнĕ ĕçтешĕсене йышăнаççĕ. И.В. Николаева, Р.Г. Чумбакова кăçал та уçă уроксенче компьютер технологийĕпе тухăçлăн усă курчĕç. Унсăр пуçне çакăн пек уроксен тĕслĕхĕсене вĕсем «Пуçламăш шкул учителĕн библиотеки» ярăмпа тухакан сборниксенче пичетлесе кăларма пултарчĕç.

Елчĕк районĕнче ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхен, халăх сăмахлăхĕн пуянлăхĕпе паллаштарас тесе чылай тăрăшаççĕ. В.Г. Молоствова (Елчĕкри вăтам шкул), Ф.Ю. Порфирьева (Курнавăшри вăтам шкул) аслă категориллĕ учительсем тăван чĕлхене вĕрентнĕ чух информаципе коммуникаци технологийĕпе тахçанах усă кураççĕ ĕнтĕ. Ноябрь уйăхĕнче иртнĕ курс вăхăтĕнче асăннă шкулсенчи ытти учительсем те хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.

Маларах асăннă районсенче, шкулсенче çеç мар, ытти çĕрте те кĕçĕн классенче ĕçлекенсем компьютерпа пур енлĕн, анлăн усă курма тăрăшаççĕ, чăвашла материала хăйсем тĕллĕн хатĕрлесе ăсталăхне кăтартаççĕ.

Ятарласа хатĕрленĕ электрон пособисем пирки калас пулсан – вĕсем çук мар. Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви тăрăшнипе паянхи кун тĕлне мĕн пур шкула 1-мĕш, 2-мĕш, 5-мĕш, 6-мĕш классенче тăван чĕлхене вĕрентнĕ чух усă курмалли хатĕрсем çитнĕ ĕнтĕ. Мĕншĕн автор пур классене те асăнса тухрĕ тетĕр пулсан, хуравĕ çакăн пек пулĕ: пур дискра та кĕçĕн классенче ку е вăл урокра усă курма меллĕ материал пур. Пиллĕкмĕш класс хатĕрĕнче учитель Чăвашра тĕл пулакан кайăксем пирки çав тери паха ÿкерчĕксем, текстсем тупĕ, улттăмĕшĕнче – пирĕн енре сĕтпе ÿстерекен чĕрчунсем çинчен. Пуçламăш шкулăн пĕрремĕш тата иккĕмĕш класĕсенче тиражланă электрон пособийĕпе мĕнле ĕçлемелли пирки вара «Халăх шкулĕ» журналăн 2007 çулхи 5-мĕш номерĕнче тĕплĕн çырса кăтартнă. Тепĕр хут çакна çеç каласа хăварар: вĕрентÿ ĕçĕн гигиенипе санитари нормисене пăхăнса асăннă пособипе кашни урокра 15 минут таран ĕçлеме юрать.

Шансах тăратăп, вĕрентекенсем хăйсен ăсталăхне пур енлĕн аталантарса цифрăллă вĕрентÿ ресурсĕсемпе ăнăçлă ĕçлени тăван чĕлхене вĕрентессин тухăçлăхне малашне те ÿстерĕ.

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика