Электронлă вĕренÿ пособине тăван чĕлхене пуçламăш классенче вĕрентмелли стандартпа программăна тĕпе хурса «Чăваш чĕлхи. 4 класс» (авторĕсем Виноградов Ю. М., Кульева А.Р.) учебникри темăсемпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ. Темăсен шучĕ 30. Вĕренÿ хатĕрне учитель пĕр компьютертан пĕтĕм класа кăтартса усă курма пултарать. Кашни ача хăй уйрăм компьютер умĕнче ĕçлесе хăй пĕлĕвне çирĕплетсен, тĕрĕслесен вара тата та усăллăрах пулĕ.
Чи малтан пособин кĕске аннотацийĕпе, авторĕсемпе, хатĕрпе усă курас кăтартусемпе паллашăр. Страницăсене уçма сылтăм енчи аял кĕтесре тухакан стрелка пулăшĕ. Сулахайри пÿрт ÿкерчĕкĕ çине пуссан темăсен страници уçăлĕ. Кунта глобус çине пуснă хыççăн авторсем ачасене панă сĕнÿсене итлеме пулать. Учитель кăна мар, авторсем те вĕренекенсемпе калаçни вырăнлă тесе шутлатпăр.
Программăпа вĕренÿ планĕ палăртнă темăна суйласа уçсан ачасене хăнăхтару умĕн панă хушупа тимлĕн паллашма вĕрентмелле. Аял пайри ыйту паллă çине пуссан авторсем хушăва саспа каланине те илтме пулать.,çе икĕ тĕрлĕ те пани ачасен хăй евĕрлĕхне шута илме май парать: вĕренекенсенчен пĕрисем куçпа вуласа хушăва час ăнкараççĕ, теприсем вара - хăлхапа илтсен çеç. Хăнăхтарăва пурнăçланă май ачасем страницăри кирек хăш объекта та стрелкăпа куçарма пултараççĕ. Хăйĕн пĕлĕвĕн шайне ача «Тĕрĕсле» кнопка çине пусса пĕлме пултарать. Хаклав виçине ятарласах паллăсем кĕртмен, вĕренекен хăй тĕрĕс е тĕрĕс мар çулпа пынине пĕлме «Маттур!», «Тĕрĕс!», «Тимлĕрех пул!», «Тĕрĕс мар» текен сăмахсем пулни çителĕклĕ тесе шутларăмăр.
Пĕр темăри хăнăхтарусене черетпе кăларса пыма ятарлă стрелкăсем пур. Вĕсем пулăшнипе маларах пурнăçланă ĕçсем патне таврăнма е, кирлĕ пулсан, хăш-хăш хăнăхтарăвне сиктерсе хăварма та пулать.
Пособин хуть те хăш пайĕнче ĕçленĕ самантра та унăн содержани страницине каялла таврăнма пулать, çакна тума пÿрт ÿкерчĕкĕ çине пусмалла çеç.
Вĕрентÿ ĕçĕн гигиенипе санитари нормисене пăхăнса ку электронлă хатĕрпе 15 минут таран ĕçлеме юрать.