Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Вырăс шкулĕн 8-мĕш класĕнчи чăваш чĕлхи урокĕсем (авторĕсем О.И.Печников, М.Н.Печникова).

Печников О.И. Вырăс шкулĕн 8-мĕш класĕнчи чăваш чĕлхи урокĕсем: меслет сĕнĕвĕсем / О.И.Печников, М.Н.Печникова. – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательство центрĕ, 2010. – 143 с.

Меслет сĕнĕвĕсене «Чăваш сăмахĕ, 8-мĕш класс» (авторĕсем хăйсемех) вĕренÿ кĕнекипе ĕçлекен учительсем валли хатĕрленĕ. Вĕрентĕве тĕрĕс йĕркелеме, урока тухăçлăрах ирттерме чăваш чĕлхи учительне çак кĕнекере панă меслет сĕнĕвĕсем, уроксен  конспекчĕсем пулăшĕç.

Ачасене чăвашла калаçма вĕрентес тĕллевпе уроксенче сасăллă пуплеве аталантарассине тимлĕ пăхнă. Ачасем текст тăрăх тĕрлĕ ĕç тăваççĕ: текстпа палашаççĕ, текст тăрăх лартнă ыйтусене хуравлаççĕ, текст содержанине каласа параççĕ, текст тăрăх кластер, синквейн тăваççĕ.

Кашни урокрах грамматика материалĕпе паллашнă май тумалли   хăнăхтарусем йышлă панă: таблицăсене,  схемăсене тишкересси, текст ăслама хăнăхасси, диалог ыйтăвĕсем йĕркелесси, эссе çырасси. Чĕлхе илемне туйма вĕрентес тĕллевепе чăвашларан вырăсла, вырăсларан чăвашла куçармалли, сăмах синонимĕсемпе антонимĕсене тупмалли, танлаштармалли,  фразеологизм пĕлтерĕшĕсене чухласа илмелли хăнăхтарусем кĕртнĕ.

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика