Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

ЧĂВАШ ЧĔЛХИН КУННЕ ТУСА ХУРАССИ ÇИНЧЕН ЙЫШĂННĂ ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН АСЛĂ СОВЕТ ПРЕЗИДИУМЁН ПОСТАНОВЛЕНИЙĔ

ЧĂВАШ ЧĔЛХИН КУННЕ ТУСА ХУРАССИ ÇИНЧЕН ЙЫШĂННĂ ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН АСЛĂ СОВЕТ ПРЕЗИДИУМЁН ПОСТАНОВЛЕНИЙĔ

Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕ
ÇАПЛА ЙЫШАНАТЬ:

1. Чăваш чĕлхин кунне туса хурас, ăна чăвашсене çутта кăларнă, чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелесе янă И. Я. Яковлев çуралнă кун ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă тăвас.

2. Чăваш Республикин Халăха вĕрентес ĕç, наукăпа аслă шкул министерствин, Культура министерствин чăваш çырулăхне халалланă мероприятисен ярăмне палăртмалла. Çак тĕллевпе шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче, шкулсенче, училищĕсенче, аслă тата специальноçпа вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсенче, культура учрежденийĕсенче, театр-концерт предприятисенче концертсемпе спектакльсем, массăлла культура мероприятийĕсем, кĕнеке выставкисем, поэзи ирĕсем, тематика каçĕсем, вулакансен конференцийĕсем, литературăпа искусство деятелĕсемпе тĕлпулусем тата ытти мероприятисем ирттерессине йĕркелемелле.

3. Чăваш патшалăх телевиденипе радиовещани компанийĕн, хаçатсемпе журналсен редакцийĕсен Чăваш чĕлхин кунне уявланине анлăн çутатмалла.

Чăваш Республикин Аслă Совет Председателĕн Пĕрремĕш заместителĕ Б. Яковлев

Шупашкар хули, 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕ.

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика