Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » «Хĕлхем» хăйĕн тусĕсене чĕнет

24 марта 2017 г.

Шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви наци культурин «Туслăх хĕлхемĕ» («Искорка дружбы») фестивальне ирттерет.

Фестиваль икĕ тапхăрпа иртет:

– муниципалитет шайĕнче 2017 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕччен;

– регион шайĕнче 2017 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче.

Фестивалĕн «Çăлтăрчăк» вăйă-конкурсне республикăри тата республика тулашĕнчи чăваш тата вырăс шкулĕнче 6-8-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ.

Регион шайĕнчи тапхăра хутшăнма район е хула шайĕнче малти вырăна тухнă 2 ачана ирĕк параççĕ (1 ача чăваш шкулĕнчен, 1 ача вырăс шкулĕнчен). Районта тата хулара çĕнтернĕ ачасем çинчен сведение (хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, шкул, класс тата учитель ячĕпе хушаматне туллин кăтартмалла), ачан даннăйĕсене пĕлтерме ирĕк паракан документа ăсату хучĕпе пĕрле йĕркелÿ комитетне 2017 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕччен çак адреспа ярса памалла: chrio6@cap.ru.

«Шевле» конкурсăн муниципалитет тапхăрне республикăри тата республика тулашĕнчи чăваш шкулĕсенче 6-8 классенче вĕренекен ачасем хутшăнаççĕ. Вĕсем чăваш литератури хайлавĕн сыпăкне суйласа илсе ÿкерчĕк тăваççĕ.

Конкурсăн регион шайĕнчи тапхăрне район тапхăрĕнче çĕнтернĕ ачан 1 ÿкерчĕкне, ача çинчен сведени (хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, шкул, класс тата учитель ячĕпе хушаматне туллин кăтартмалла) тата ачан даннăйĕсене пĕлтерме ирĕк паракан документа ăсату хучĕпе пĕрле йĕркелÿ комитетне 2017 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕччен çак адреспа ярса памалла: chrio6@cap.ru .

Конкурсăн регион шайĕнчи тапхăрне хутшăнакансен оргкомитет сĕннĕ темăпа 3 сехет хушшинче ÿкерчĕк ÿкермелле пулать. Материала конкурса хутшăнакан хăй суйласа илет: акварель, гуашь, тушь, кăранташ е ыт., хут формачĕ А-4 е А-3.

Фестивале йĕркелесе ирттерекенĕ Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ.

Пирĕн адрес: Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, 216-мĕш кабинет (наци вĕренĕвĕн центрĕ).

Телефон:8(8352) 58-46-44

e-mail: chrio6@cap.ru .

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика