Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » Сочинени конкурсне хутшăнма васкăр!

18 сентября 2018 г.

Чăваш Республикин вĕрену тата çамрăксен политики министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе пĕрле «И.Я. Яковлев эткерлĕхне эпĕ епле упратăп» республика шайĕнче сочинени конкурсĕ ирттереççĕ.

Конкурс 2018 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 28-мĕшĕччен иртет.

Конкурса пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вĕренÿ организацийĕсен 9-11-мĕш класĕсенче тата професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ организацийĕсенче вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ.

Сочиненисене вырăсла та чăвашла та çырма юрать.

Конкурс темисем:

«Тĕнче илемĕ – чун пуянлăхĕнчен килет»;

«Яваплăх чыс кÿрет»;

«Тăван сăмах – иксĕлми пуянлăх»;

«Халăхсем туслă пулсан – çĕр-шыв çирĕп».

Конкурс икĕ тапхăрпа иртет:

1-мĕш тапхăр – вĕренÿ организацийĕсенче авăн уйăхĕн 20-мĕшĕччен;

2-мĕш тапхăр – республика шайĕнче авăн уйăхĕн 27-мĕшĕччен.

Конкурс çинчен тĕплĕнрех Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче пĕлме пулать.

Оргкомитетпа çыхăнмалли мелсем:

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ

428001 Шупашкар хули, М. Горький урамĕ, 5-мĕш çурт, наци вĕренĕвĕн центрĕ

Телефон: (8352) 58-46-44

Электрон почти адресĕ: chrio6@cap.ru

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика